Тăрăмри культура çуртĕнче ялăн престол уявне тата çывхаракан Аннесен кунне халалласа «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организацийĕ пысăк мероприяти ирттерчĕ.

Пуçтарăннисене чи малтанах округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев, Тăрăм территори пайĕн начальникĕ Людмила Смирнова, ентешлĕх ертỹçи Юрий Карпов, 4-мĕш округри благочиннăй Василий Иванов иерей саламларĕç.
Уявăн тĕп шăнăрĕ, паллах, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен амăшĕсемпе мăшăрĕсене чыслассипе çыхăннă. Территори пайĕнчи ултă ялтан ятарлă çар операцине 33 çын хутшăнать. Шел, çухатусем те пур. Çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекенсем — пурте паттăрсем. Вĕсем тивĕçнĕ наградăсем те çавнах çирĕплетеççĕ. Сакăр салтакпа офицер — Паттăрлăх, 4-шĕ IV степень Çветтуй Георгий орденĕсен кавалерĕсем, 4-шне «Хăюлăхшăн», 8-ăшне Жуков медалĕсемпе наградăланă. «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медале тивĕçни те пур. Фойере кашни хỹтĕлевçĕ çинчен калакан куравпа паллашма май пулчĕ.
Пирĕн ялсенче пурăнакансем СВОна хутшăнакансене пулăшас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшаççĕ. Округри волонтерсен «ZOV Яльчики» ушкăнĕн ертỹçи Юрий Кузнецов тата Тăрăмри Олег Егоров волонтер çавна май ăшă сăмахсем каласа тав турĕç.
Аннесен харсăрлăхĕ иксĕлми. Вĕсем пулăшу аллине тăсассинче те маттур, чун-чĕре ыйтнипе пурнăçлакан ĕçсĕр те канăç тупаймаççех. Çакнашкал уява хĕрарăмсен ылтăн аллисем витĕр тухнă тĕрĕ-эрешсĕр епле ирттерĕн?! Галина Афанасьеван, Зинаида Ефимован, Наташа Колсанован, Галина Кудринан ĕçĕсене пăхса ытараймăн.
Шупашкарти «Çăл куç», Тỹскелĕнчи «Шуçăм» ушкăнсен, Валерий Димитриев, Лариса Шаурбина, Олег Александров, Диана Егорова, Николай Тихонов шăрантарнă юрăсем пушшех илем кỹчĕç ял уявне.
Мероприяти спонсорсен пулăшăвĕсĕр питĕ чухăн пулнă пулĕччĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ, илемĕ вĕсен тивлечĕпе çыхăннă. Юрий Мясникова, Юрий Карпова, Николай Тихомирова, Олег Гаврилова, Сергей Петрова çавна май пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Уяв эпир пурте пĕр шухăшлă пулнине кăтартса пачĕ. Пĕрлĕх вăйĕ малашне те çирĕп пултăр.
Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Людмила СМИРНОВА.

