Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сунатăп сывлăх…

Сунатăп сывлăх…

Эп юрататăп аннене,
Туйса пурнатăп пехилне.
Эс пуррипе, анне, ĕнен,
Йывăрлăха туймастăп эп.

Ирех кĕтетĕп шăнкăрав,
Тỹрех паратăп хуравне.
Пурнăçăмпа кăсăкланан,
Туятăп санăн кĕллỹне.

Мана вĕрентрĕн ĕçлеме,
Ватă çынна хисеплеме,
Кил-çуртăма тирпейлеме,
Тытса пыма ун ăшшине.

Эп чăтаймастăп ултава,
Кăмăлламастăп юлхава,
Мана хушман çынран кулма,
Çук, вĕрентмен усал тума.

Санпа, анне, мăнаçланса,
Чăтăмлăхна сума суса,
Ыр кăмăлушăн тав туса,
Сунатăп сывлăх та телей.

Турă упратăр ĕмĕрех.
Сунатпăр ырăлăх кашни:
Ывăл-хĕрỹ, мăнукусем…
Пуриншĕн эсĕ чи хакли.

Елена ЧЕРНОВА.
Аслă Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code