Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрев панипе пурнăçа кĕрекен «Родники Чувашии» проекта хутшăннисем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра оргкомитет Чăваш Енри чи лайăх çăлкуçсене, пурĕ 14 çĕнтерỹçе палăртнă.
Çав шутран иккĕшĕ — Елчĕк округĕнчи çăлкуçсем. Вĕсем: «Аслă Таяпа ялĕнчи çăлкуç» тата «Турхан ялĕнчи çăлкуç».

