Эрнекун Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Максим Решетников пулнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сумлă хăнана малтанах «Çĕнĕ Шупашкар» уйрăм экономика зонине кĕрекен индустри паркĕнчи ĕçсемпе паллаштарнă. Предприятисене электричествăпа тивĕçтерекен çĕнĕ те хăватлă «Технопарк» подстанци, палăртнинчен маларах хута янăскер, ĕçлекен тата пулас производствăсен площадки — курмалăх-хакламалăх пур. Министршăн кунта тата мĕнле производствăсем вырнаçасси те кăсăклă пулнă.
— Уйрăм экономика зонисем — ĕç тумалли инструмент, вĕсем регионсене инвесторсене илĕртме тата çĕнĕ производствăсене хута яма пулăшаççĕ. Кăтартăвĕ регион хăйĕн ĕçне мĕнле йĕркеленинчен килет, инфратытăм хатĕрлессин хăвăртлăхĕнчен, бизнеспа тачă çыхăну тытнинчен. Кăçал регионсем валли УЭЗсен инфратытăмне йĕркелеме 3,9 миллиард тенкĕ уйăратпăр. Çак укçа площадкăсене хатĕрлеме, продукци производствине пуçарма пулăшмалла. Чăваш Енре ку енĕпе ĕç пырать ĕнтĕ, инфратытăм хатĕр, инвесторсем лаптăксене йышăнаççĕ, çĕнĕ индустри площадкин аталану майĕсем пысăк, — палăртнă федераци министрĕ уйрăм экономика зонинче курнине хакланă май.
Палăртни вырăнлă, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программин тата республика бюджечĕн укçипе кунта инфратытăма туллин йĕркеленĕ. Шыв сечĕсем, канализаци, электролинисем, газопровод, çыхăну, çутă, автоçул, тротуарсем, тĕрĕслев пункчĕ — пĕтĕмпех пур. Строительство хакĕ 1,2 миллиард тенкĕпе танлашнă, çав шутра 395 миллион тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрнă. «Çĕнĕ Шупашкар» УЭЗ территорийĕнче ултă резидента регистрациленĕ. Инвестици проекчĕсен хакĕ 5,8 миллиард тенкĕпе танлашать. Резидентсен продукцийĕн ассортименчĕ анлă, ачасен вăйă тата спорт оборудованийĕ, пĕчĕк архитектура формисем, лофт сĕтел-пукан, çĕнĕ йышши туртăм электропривочĕсем, хăватлă энерги кăмакисем, гидро- тата турбогенераторсем, промышленность насусĕсем, вăй трансформаторĕсем.
Республика Правительстви инвесторсене явăçтарас енĕпе çине тăрса ĕçлет.
— Республика мăнаçланма пултарать, пирĕн индустри паркĕсем, резидентсем ăнăçлă ĕçлеççĕ — регионăн технологи аталанăвне, çĕршывăн технологи суверенитетне тивĕçтерес ĕçе курăмлă тỹпе хываççĕ. Пĕрле ĕçлесе бизнес ỹсĕмĕ валли условисем йĕркелетпĕр, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшатпăр. Уйрăм экономика зонин резиденчĕсем хатĕр коммуникацисемпе кăна мар, УЭЗсем валли палăртнă мĕн пур çăмăллăхпа та усă кураççĕ. Эпир патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ инструментне пĕрлештерме пултартăмăр, индустри паркĕн пушă çĕр лаптăкĕсене йышăнмашкăн инвесторсене илсе килес енĕпе çине тăрса ĕçлерĕмĕр, ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр, — тенĕ Олег Николаев.
Аса илтерер, «Звениговский» компани 2023 çулхи раштавра уйрăм экономика зонин пирвайхи резиденчĕ пулнă. Вăл кунта çĕнĕ производство хута яма 2 миллиард ытла тенкĕ инвестици хывнă, 260 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. 2024 çулта промпроизводство пуçармалли тата тăватă килĕшỹ тунă. Резидентсен шутĕнче — «Çеçпĕл» компанин çĕнĕ йышши электроприводсем туса кăларакан предприятийĕ (2,7 миллиард тенкĕлĕх инвестици, 180 ĕç вырăнĕ), пĕчĕк архитектура формисем туса кăларакан «Авиатор» ООО (832 миллион тенкĕ, 129 ĕç вырăнĕ), «Химпром» ПАО — кальци гипохлоричĕн производствине çĕнĕ техникăпа тивĕçтересси (1,3 миллиард тенкĕ, 15 ĕç вырăнĕ), «ИнтерЭнерго» ООО — хăватлă энерги кăмакисен производстви (1,9 миллиард тенкĕ, 200 ĕç вырăнĕ). Кăçал йыш хушăннă — Узбекистанпа ĕçлĕ çыхăну йĕркелени пулăшнă, «Шупашкарти электромашиностроени завочĕ» НПОпа килĕшỹ тунă та — вăл кунта 588 миллион тенкĕ инвестици хывса, 51 ĕç вырăнĕ йĕркелесе электротехника тата машиностроени производствине вырнаçтарать.
Максим Решетников Шупашкарти индустри паркĕнче вырнаçнă «Евраз Автоматика» завода та çитсе курнă.
Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулу саманчĕ.

