Сергей W.
Çичĕ çулхи Володя тăватă уран тăнă та хăйĕн çурăмĕ çинче пĕчĕк йăмăкне ярăнтарса çỹрет. Акă вĕсем апат хатĕрлекен амăшĕ патне пычĕç те:
— Анне, лай ман лаша çине, сана та Мускава лайтса каятăп! — кăшкăрчĕ савăнăçлăн.
«Р» сас паллине калаймасть-ха хĕр пĕрчи.
Амăшĕ вара кулса ячĕ те:
— Юрĕ, ларатăп, анчах малтан лашине апат çитерĕпĕр, хăвăн та пысăк пулас килсен апат çимелле, — тесе ачисене сĕтел хушшине лартрĕ.
«Анне, эпĕ пысăк пулсан, манăн çỹç те санăнни пек сайă пулать-и?» — тесе ыйтсан, Марина хĕрне пуçран ачашласа çапла каларĕ:
— Пулать Вика, манăннинчен сарăрах та хитререх пулать.
Çук, пурнăçа кĕмерĕç Маринăн сăмахĕсем. Пысăк инкеке пула виççĕ те тултарман хĕр ача çывăх çыннисенчен уйрăлса, тепĕр тĕнчене куçрĕ. Усал хуйхă телейлĕ çемьен алăкне кĕтмен çĕртен килсе шаккарĕ. Володьăна шкула ярас умĕн Марина çемйипех хула пасарне тумланмалли япаласем илме каяссине пĕлтерчĕ. Чылай вăхăт çỹрерĕç вĕсем çак кун пасар тăрăх. Юлашкинчен ывăннă хĕрне мăшăрĕпе хăварса Маринăпа ывăлĕ иккĕмĕш валли ура тăхăнмалли шырама кайрĕ. Каялла çаврăнса килсен упăшки пĕчченех пулнине асăрхаса: «Вика ăçта?», — тесе ыйтрĕ.
— Эпĕ ăна сирĕнпе тесе, вăл сирĕн хыççăнах чупса кайрĕ те, — терĕ мăшăрĕ хыпаланса ỹксе.
Пурте Викăна суту-илỹ речĕсен хушшинче шырама пуçларĕç.
«Пасар картишĕнче пĕчĕк хĕр ача машина урапи айне лекнĕ», — усал хыпар пасар тăрăх питĕ хăвăрт сарăлчĕ. Акă, газель автомашина патĕнче пуçтарăннă халăх хушшине сарă çỹçлĕ хĕрарăм вирхĕнсе кĕчĕ те юнпа варланнă çĕр çинче выртакан ача умне пĕшкĕнсе ларчĕ.
— Турăçăм! Мĕн пулчĕ ку? Мĕнле пулса тухрĕ капла? Тархасшăн ура çине тăрать хĕрĕме!..
Питĕ йывăр пулчĕ Маринăна çакăн хыççăн. Вика вилнĕшĕн вăл темшĕн хăйне айăпларĕ. Мăшăрĕ те айăплăн туйса хăйĕн тĕнчине путрĕ. Володя йăмăкĕ хăйсене мĕншĕн пăрахса кайнине ăнланаймарĕ. Пĕррехинче çĕрле вăранса кайсан, вăл кухньăра куççуль тăкакан амăшне курчĕ те ун патне пычĕ.
— Анне, эсĕ Викăна курас килнипе йеретĕн пулĕ? Акă, эпĕ пысăк пулатăп та, тепĕр тĕнчене кайса Викăна хамăр пата илсе килетĕп, — тесе амăшне лăплантарма тăрăшрĕ.
— Унтан каялла ямаççĕ. Эсĕ те мана пăрахса хăварсан, ман пĕччен мĕнле пурăнмалла вара? — тесе Марина ывăлне ыталарĕ.
— Эпĕ сана нихçан та пĕччен хăвармастăп, — тесе ывăлĕ амăшĕн куççулĕсене аллисемпе сăтăрчĕ.
Нумай çул иртрĕ унтанпа. Пĕринче Марина ирех яшка пиçсен газ плитине сỹнтерчĕ те шкафран çемье фотоальбомне кăларса сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Пĕрремĕш страницăна уçсанах вăл хăй шурă туй кĕпипе тăнине курчĕ, иккĕмĕшĕнче вара ăна ылтăн çĕрĕ тăхăнтартаççĕ. Акă тепринче тин çуралнă ывăлĕпе пĕрле, кайран вара иккĕмĕшĕпе — хĕр ачипе. Мĕн тери телейлĕччĕ вăл вăхăтсем. Хĕрне курсан хĕрарăм аллисем чĕтреме пуçларĕç.
— Юратнă хĕрĕм, пурăннă пулсан кăçал вунсакăр çул тултараттăнчĕ вĕт, мĕнле упраймарăмăр-ха эпир сана? — пăшăлтатрĕç хĕрарăмăн чĕтрекен тутисем. Малалла вара альбомра Самара хулинче контракт мелĕпе çар службинче тăракан Володьăн сăн ỹкерчĕкĕсем пуçланчĕç. Карас телефон илемлĕ юрăпа шăнкăртатсан, Марина ăна тỹрех аллине илчĕ.
— Салам, Володя. Акă халĕ кăна сана аса илтĕм, мĕнле пурăнатăн эсĕ унта? — терĕ амăшĕ хыпаланчăклăн.
— Салам, анне, лайăх пурăнатăп, пурте йĕркеллĕ. Анне, эпĕ çулла отпуска хĕрпе килетĕп. Манăн ăна санпа паллаштарас килет, — тесе хуравларĕ ывăлĕ амăшне.
— Володя, авланасшăн мар-и эсĕ? Авланасшăн пулсан мана маларах каласа хур-ха, — те савăннипе, те кĕтмен хыпар илтнипе пăлханса кайрĕ Марина.
— Çук-ха, — кулса ячĕ Володя. — Туя хатĕрленсе ĕлкĕретĕн.
— Эпĕ сана пĕр хушă шăнкăравлаймастăп, мĕншĕн тесен ыран пысăк вĕренỹ пуçланать, — пĕлтерчĕ амăшне ывăлĕ.
— Апла пулсан эпĕ паянах сана çывхарса килекен уявпа саламлатăп! — терĕ Марина.
— Тавтапуç, анне, эсĕ упра хăвна, урăх ан чирле, — терĕ те Володя, телефонĕ кĕске сасăсем пачĕ.
Амăшĕ коронавирус чирĕпе чирлесе ирттерни ывăлне те пăшăрхантарать. Самай лăскаса илчĕ çак чир хĕрарăма.
Стена çинче çакăнса тăракан календарь çав кун 2022 çулхи февралĕн 22-мĕшĕ пулнине кăтартрĕ.
Вăхăт самай шурĕ унтанпа. Володя текех Самара хулинче мар. Украина çĕрĕ çинче çĕршывăн ирĕклĕхĕпе чысĕшĕн нацистсене хирĕç кĕрешет вăл. Тĕп тĕллев — Луганск тата Донецк халăхне пулăшасси.
Киев хули енне васкаççĕ салтаксем. Колоннăра пыракан çар машини çул хĕрринче ларакан кирпĕч çурт патне чарăнсан, руль умĕнче лараканни машина капотне уçрĕ:
— Каларăм вĕт, ремень татăлса кайнă, çавăнпа тосол вĕресе кайма пуçларĕ, — тесе машина айне кĕрсе выртрĕ.
Автомашинăран икĕ çар çынни тухрĕç те аякках мар кайса тăчĕç.
— Володя, эпĕ сана пĕр хыпар пĕлтерем-ха. Эпĕ часах атте пулатăп, ман Полина виççĕмĕш уйăхпа çỹрет ĕнтĕ, — тесе Володьăна пĕлтерчĕ юлташĕ.
— Саламлатăп сана, Руслан. Апла пулсан сирĕн хăвăртрах туй тумалла, — тесе саламларĕ нумай çул пĕлекен юлташне Володя.
— Икĕ туй тăвăпăр пĕр кунта: эпĕ Полинăпа, эсĕ вара Викторийăпа, — ĕмĕтленсе калаçрĕ Руслан.
Машинăна юсаса пĕтернĕ тĕле çар колонни самай аякка кайнăччĕ. Водитель: «По коням», — тесе шỹтлесе кăшкăрчĕ те хăйĕн вырăнне кĕрсе ларса тимĕр урхамахне хускатрĕ. Çак вăхăтра мина сирпĕнчĕ — автомашина çулăмпа çунма пуçларĕ. Водитель тỹрех пурнăçран уйрăлчĕ. Автомашина çывăхне пынă Руслан та йывăр аманчĕ. Володя аманнă тусне çывăхри кирпĕч пỹрт енне сĕтĕрчĕ. Русланăн юн юхакан аманнă урине жгутпа туртса çыхса хăвăрт укол турĕ салтак. Хăйсен енне тăшман чупнине асăрхаса автоматне алла илсе чỹрече çывăхне пырса тăчĕ Володя. Автоматпа пенĕ вăхăтрах раци урлă хăйĕн командирне çар чĕлхипе хăйсем ăçтине тата мĕн пулса иртнине пĕлтерчĕ. Тан мар çапăçура тăшмана хирĕç пĕччен çапăçма Володьăна питĕ йывăр пулчĕ. Патронсем пĕтсен вăл аллисене çỹлелле çĕклесе кирпĕч çуртран тухрĕ. Темиçен çавăрса та илчĕç салтака. Ушкăнран пĕри автоматпа тĕллесе вырăсла çапла каларĕ: «Пурăнас килсен чĕркуççи çине тăр та: «Мухтав, Украина!», — тесе кала, вара чĕрĕ юлатăн». Тепри вара çак саманта ỹкерттерес тĕллевпе телефонне кăларчĕ. Камăн пурăнас килмест? Володьăн та пурăнас килет, унăн юратнă амăшĕпе ашшĕ, тăванĕсем, савнă хĕрĕ Вика пур, вĕсем ăна тăван тăрăха куç пек кĕтеççĕ. Чĕркуçленчĕ чăваш халăх ывăлĕ. Куç умне амăшĕн сăнне кăларчĕ те: «Каçарăр мана, атте-анне», — тесе аллинче чăмăртанă çавра гранатăна тăшман тата хăйĕн умне ывăтрĕ…
Пахчара, чечек йăранĕсем хушшине сарă çỹçлĕ хĕрарăм пĕшкĕннĕ. Вăл чечексене тымарĕпе кăларать те çумри витрене хурать:
— Ывăлăм, хĕрĕх куну та иртсе кайрĕ санăн. Акă, паян çак чечексене санăн вилтăпри çине куçарса лартатăп, — Марина хăйĕнпе хăй калаçса ĕçлерĕ.
Ĕнер вăл ывăлне тĕлĕкре курнă. Володя пỹрте пырса кĕчĕ те: «Анне, эпĕ Викăна илсе килтĕм», — терĕ. Марина ывăлĕпе юнашар никама та курмарĕ. «Мĕнле курмастăн? Вăл сан çумăнтах тăрать вĕт», — тĕлĕнчĕ ывăлĕ. Кĕçех вăл хăй те куç умĕнчен çухалчĕ.
Çак вăхăтра хапха умне машина чарăнчĕ те унтан пĕр çамрăк арçын тухрĕ. Вăл патак çине тайăнса Марина енне уксахласа утрĕ.
— Каçарăр та, эсир Володьăн амăшĕ пулатăр-и? — терĕ.
— Çавă, эсир кам пулатăр вара? — ыйтрĕ Марина.
— Эпĕ Руслан ятлă. Эпĕ Володьăпа СВО-ра пĕрле службăра тăтăм, юлашки çапăçура вăл мана вилĕмрен хăтарса хăварчĕ, анчах та хăй сывă юлаймарĕ.
Хĕрарăм умра кам тăнине ăнланса илсен Руслана пỹрте кĕме чĕнчĕ.
— Эпĕ пĕччен мар-ха. Манпа пĕрле манăн арăм Полина тата Володьăн савнă хĕрĕ пулнă Вика килчĕç, — тесе машина патне каялла утрĕ салтак.
Кĕçех машина çинчен сарă çỹçлĕ хĕр тухрĕ те Марина патне пычĕ.
— Сывлăх сунатăп, эпĕ Вика ятлă, — терĕ вăл.
Пỹрте кĕриччен вĕсем малтан масар çине — Володя патне кайма шутларĕç. Русланпа Вика тусĕн тата савнийĕн вилтăприйĕ умĕнче чылайччен тăчĕç. Капланнă куççулĕсене чараймарĕç вĕсем. Юлташне вилĕмрен хăтарнăшăн тав турĕ Руслан, ăна упрайманшăн каçару ыйтрĕ. Пулас ывăлне те Володя ят парасса каларĕ. Вика вара çапла анчах калайрĕ: «Эпĕ сана нихăçан та манаймăп».
Марина Володьăн юлташĕсене çĕр каçма сĕнчĕ, лешсем хирĕçлемерĕç.
Русланпа Полина çывăрма выртсан та, Маринăпа Вика нумай вăхăт хушши калаçса ларчĕç. Мĕн тери ырă та ăслă хĕре суйланă иккен ывăлĕ. Сăпайлă, кашни сăмаха виçсе типтерлĕн калаçать. Ырă самантсене каласа парса кулса та илчĕç вĕсем иккĕшĕ. Кулнă чух хĕрĕн пит çăмарти çинчи путăкĕ ăна тата та илемлетрĕ. Телефонĕ çинче Володьăпа пĕрле ỹкертернĕ сăн ỹкерчĕксене те кăтартрĕ пике. Марина вара Володя пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Çывăрма выртсан та ыйхă килмерĕ Маринăн. Çутăлма та пуçларĕ акă. Хĕрарăм Вика çывăракан вырăн патне пычĕ те сап-сарă çỹçлĕ хитре хĕр çине чылайччен пăхса тăчĕ. Нумай çул каялла ывăлĕ каланă сăмахсене аса илчĕ вăл: «Акă, эпĕ пысăк пулатăп та, тепĕр тĕнчене кайса Викăна хамăр пата илсе килетĕп».
Хăй сисмесĕрех Викăна пуçĕнчен ачашларĕ Марина.
Акă, тепĕр кунне хăнасен кайма вăхăт çитрĕ. Русланпа Полина машина çине кĕрсе ларсан, Вика Маринана хуçлатнă хут листине тыттарчĕ те: «Эпĕ сирĕн патне тата та килĕп», — терĕ.
— Килех, Вика, эпĕ сана хамăн хĕре кĕтнĕ пекех кĕтĕп, — тесе Марина Викăна ачашшăн ыталарĕ.
Машина хускалса кайрĕ те куç умĕнчен çухалчĕ. Марина хуçлатнă хута уçса унта Вика мĕн çырнине вуларĕ. Хĕрарăмăн пичĕ ывăлĕ вилнĕренпе пуçласа савăнăçпа çуталчĕ.
Çырура хĕр хăй унăн ывăлĕпе маларах çывăх вăхăтра пĕрлешме калаçса татăлнине, Володьăран йывăр çын пулнине пĕлтернĕ…

