Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç ачашлăхра иртмен

Пурнăç ачашлăхра иртмен

Пурнăç вăл — экзамен. Пĕрисене хутран-ситрен тĕрĕслет, теприсен тăтăшах тĕрлĕ ыйтăва татса памалла. Çавна май этем йывăрлăхсене парăнтарса пиçĕхет, пурнăç хакне туллинрех те ăнланса илет.

Тỹскел ялĕнчи Шкул урамĕнче пурăнакан Александра Анисимова çĕр çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен тăватă уйăх маларах килнĕ. Ахăр саманана тата ун умĕнхи тапхăра вăл аппăшĕ, Ĕнелĕнче пурăннă Юлия Николаева, каласа панинчен, лайăх астуса юлнă.

— Пирĕн атте, Макар Мальцев, 1894 çулта çуралнăскер, колхоз йĕркелекенсенчен пĕри пулнă, — чунрине уçать хĕрарăм. — Унпа пĕр тăвансем — çичĕ ывăлпа пĕр хĕр. Эпир те 8-ăн пулнă, анчах 2-шĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

1940 çулта Мальцевсем ялти çуртне сутсах Карели-Фин республикине кĕрекен Райвио поселокне пурăнма куçса каяççĕ. Çĕнĕ вырăнта хĕл каçнă хыççăн пĕчĕк мар пахчана тĕрлĕ культура лартаççĕ, акаççĕ. Пурнăç ерипен лайăх енне сулăннă. Анчах ăна тĕттĕмпе хупласа — вăрçă пуçланнă. Çынсем нимĕн тума аптăранă, сехĕрленсе ỹксе арăш-пирĕш чупкаланă. Ăçталла каймалла? Лаша ураписем çине тиенсе ушкăнăн-ушкăнăн вăрманалла çул тытнă. Виçĕ кунтан вăрманти поселока чарăннă. Унта — çар техники, салтаксем. Васкаварлă йĕркеленĕ госпиталь аманнисене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Макар Мальцев та хăй пултарнă таран пулăшнă вĕсене, ачисем çырла татса килсе палатăсенчи салтаксене çитернĕ.

Вăрманти пурнăç виçĕ уйăхпа танлашсан Макар юлташĕсемпе Райвиона кайса килме шутлать. Тăватă кунран çеç çаврăнса килеççĕ унтан. Çурт-йĕрсенчен ним те тăрса юлман: çунтарса е çĕмĕрсе пĕтернĕ. Выльăх таврашĕ те çук. Кăштах çăнăх тупса таврăннă та, «çул çỹревĕн» ăнăçăвĕ те çавă çеç пулнă.

«Вăрçă пĕтессин палли çук, каймалла кунтан», — шухăш тытнă ашшĕ. Вăрманпа — хĕвел тухăç еннелле, унтан — ялсем урлă. Ачасен амăшĕн çул çинчех чуста çăрма, хăпарса çитсен сыхланса юлнă кăмакасенче çăкăр пĕçерме тивнĕ. Тăшман самолечĕсем вĕсенчен аркану ỹкерчĕкĕ кăна хăварнă. Вăрман хĕррипе пынă чухне те лавсен ушкăнĕ çине бомбардировщиксем снарядсем тăкса, çемйи-çемйипе сывлăша сирпĕтнĕ. Мальцевсене Турă сыхланă-тăр, август уйăхĕнче тĕрĕс-тĕкелех Ленинграда çитеççĕ. Чугун çул станцийĕнче халăх туллиех. Халĕ ĕнтĕ кунтан хăвăртрах тухса каймалла. Тỹрех май килмен пулин те, тавар турттаракан пĕр пуйăса «вĕçертмен» вĕсем (блокадăна лекнĕ пулсан шăпа урăхларах та килсе тухма пултарнă. — ред.)…

Акă, Тỹскел. Сывлăшĕ те урăхларах, çыннисем те уçăрах кунта. Çурт ыйтăвне татса парасси те вăрах кĕттермен — тăванĕсен, ял-йышăн хевти йăшман-ха, пĕр çурт тупса панă вĕсене. Хуçалăх выльăх сассисемпе тулса пынă. Пурăна киле, мĕн амакĕ, пăруламалли ĕне, çурламалли сысна вилсе каяççĕ. Çакăн хыççăн пĕр уйăхрах икĕ ачи пурнăçран уйрăлаççĕ. «Ырă мар вырăн пулĕ», — текен сăмах тухсан ашшĕ-амăшĕ хальхи ял урамĕн вĕçĕнче мунча пек çурт туянать. Ăна хăмасемпе çапса сăн кĕртеççĕ. Çапах та унта ĕмĕре ирттерме çуках. Кил хуçи Канаш районĕнчи Кашкăр Çырми ялĕнчен пура илсе килме калаçса татăлать. Колхоз председательне йăлăнать, лешĕ ăна техника памасть кăна мар, пỹлĕмĕнчен тапсах кăларса ярать.

Вăхăт та иртет. Макара 1942 çулхи май уйăхĕнче вăрçа кайма хут килет…

Çырусем унран вăрах килнĕ. Юлашкине Воронежран яни паллă. Ун хыççăн çыхăну татăлнă.

Мальцевсен Василий ывăлĕ те фронтовик пулнă, 1944 çулта аманса таврăннă. «Ỹчĕ çинче суран вырăнĕсем питĕ нумайччĕ», — тет халĕ Александра Макаровна.

…Шура чи кĕçĕнни пулсан та, ачаш ỹсмен. 4-мĕш класс пĕтерсенех ялти хурсен кĕтĕвне сыхланă вăл.

— Шывран кăларма кансĕрччĕ вĕсене, — малалла хăйĕн пурнăçне çутатрĕ Александра Анисимова. — Юшкăн ăшĕнче урана тĕрлĕ япалапа чыштарни те, кĕленчепе кастарни те пайтах пулнă. 6-мĕш класс хыççăн йĕтемре тĕрлĕ ĕç пурнăçларăм, 7-9-мĕш классенче весовщик пулма шанчĕç. Яваплăхран та хăраман-ши эп?

Василипе Виктор тетĕшĕсем Кемерово хулинче ĕçленипе усă курса йăмăкĕ шкул пĕтерсен унта кайма шухăш тытать. Асли — пушар хурал пайĕн начальникĕ, кĕçĕнни — шахтер. Йăмăкне кирпĕч заводне ĕçлеме вырнаçтараççĕ тетĕшĕсем. Ĕçĕ çăмăл тесе калаймăн, кирпĕч йăтасси ансат ĕç мар. Çичĕ уйăхра укçи-тенки те аванах пуçтарăнать, тумланмалăх та пур.

Алма-Атана та çитет аптăраманскер. Стройкăра пысăк кăмакапа ĕçлекен кочегар помощникĕнче вăй хурать. Обществăлла ĕçсенчен те ютшăнса тăмасть. Пултарулăхне кура чугун çул институтне вĕренме кĕме сĕнеççĕ, анчах амăшĕ хирĕçлесе: «Таçта мурне ярĕç те, киле те килсе çỹреймĕн», — тенĕ. Сакăр уйăхран вара тăван ялне таврăннă.

— Кармалта клуб заведующийĕ кирлĕрен çавăнта «çураçрĕç» мана, — çамрăклăх çулĕсемпе малалла паллаштарать кинемей. — Хам шикленетĕп, «Пултарайăп-ши?» — тетĕп. Çитрĕм. Клубăн кăмаки çук. Çамрăксем харсăрччĕ çав, 30-а яхăн та пурччĕ. Пĕрлехи вăйпа кăмака ăсталаса клуба ăшăтмалла турăмăрах. Ĕç кĕрлесе тăма пуçларĕ вĕт: концерт- спектакль лартма лашасемпе кỹршĕ ялсене те тухса çỹрерĕмĕр, уявсенче клубра лекци-доклад йĕркеленĕ.

Элпуçĕнчи Роберт Бобылев вăл тапхăрта КПСС райкомĕн аппаратĕнче ĕçленĕ. Активисткăна асăрханах ĕнтĕ, ăна парти ретне кĕме сĕннĕ. Вăл вăхăта Шура вырăнти каччăпа Евгений Анисимовпа çемье çавăрнă пулнă.

Пĕринче Кармал кинне парти райкомне чĕнтереççĕ. Çул тăршшĕпе хуйхăрса пырать вăл: «Мĕн пулнă-ши?», «Мĕн тĕрĕс мар тунă эпĕ?» — евĕрлĕ ыйтусем чунне кăшланă. Ним ăнлантарса тăмасăрах пай заведующийĕ ăна «Листок по учету кадров» бланка тултарма ыйтать. Унтан 1-мĕш секретарĕн Анатолий Васильевăн кабинетне кĕреççĕ. Вăл çырнă хута тинкерсе: «Ыранах 8 сехете ĕçе килмелле, — тесе пат татса хурать. — Садик те, упăшку салтакран килсен ун валли те ĕç пулать, ан кулян». Пуçлăха чаплă çыру манерĕ килĕшнĕ ахăр.

Парти учечĕн секторĕн заведующийĕ пулса тăнă вăл халь. Пирваях амăшĕ патĕнче пурăннă. Каярахпа çемьене район центрĕнче хваттер параççĕ. Мăшăрĕ, «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче водительте вăй хунă май, тăтăшах ял çыннисем, организацисем валли кирпĕч турттарать. Çакă тата Евгений Иванович уйрăм çуртра пурăнма ăнтăлни вĕсене хăйсене те çурт çĕклеме хистенĕ-тĕр.

Хăвăн ăшă йăвунта рехетленсе çеç пурăнмалла пек, анчах арçын час-часах чĕре чирĕпе аптăранăскер, 2005 çулта ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупать — 63 çулта кăна пулнă вăл…

Александра Макаровна ĕçленĕ хушăрах КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулне (1977) пĕтернĕ. Райкомăн парти комиссийĕн, каярахпа статистика управленийĕн ертỹçинче тăрăшнă. Характерĕнчи тĕп енсем — яваплăх, йĕркелĕх, тỹрĕ кăмăл — унра яланах паллăччĕ. Сăмах çирĕплĕхĕ, лайăх дикци шайĕ паян та çухалман. Сăн-питне те ватлăх хăйĕн аллине веçех илеймен-ха. Куçĕсен, урисен вăйĕ хавшанине çеç пытармасть ĕç ветеранĕ, апла пулин те ỹпкелешỹ сăмахĕ çук унăн. Икĕ ывăлĕн çемйисен хỹттинче аван ăна. Юра та, Вова та Мускавра ĕçлеççĕ. Кĕçĕнни волонтерсен «ZOV Яльчики» ушкăнĕн хастар членĕ, юлташĕсемпе СВОри салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ леçме хутшăнать. Амăшĕ хирĕçлеме пăхсан та хуравĕ ялан пĕрешкел: «Манăн каймалла».

Çĕр çинче тăнăçлăх хавшак пулсан та, вăрçă ачи ыррине кăна шанать, ултă мăнукĕпе икĕ кĕçĕн мăнукĕн пуласлăхне çутăлăхра кăна курас килет унăн.

Николай МАЛЫШКИН.
Тỹскел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code