Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксем малтисен ретĕнче

Елчĕксем малтисен ретĕнче

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн акт залĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, республикăра тата ун тулашĕнче пурăнакан хастар чăвашсем хутшăннă. Чи малтанах конгрес президенчĕ Валерий Клементьев Чăваш наци конгресĕ 2025 çулта пурнăçланă ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă. Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ тăрăхĕнче чăвашсен 100 ытла наципе культура пĕрлешĕвĕсем, республикăра ЧНКн пурĕ 22 вырăнти уйрăмĕ ĕçлеççĕ. Вĕсем кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкне халалласа чылай пысăк ĕç туса ирттернĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ.

Малалла ларура вырăнти уйрăмсен ертỹçи Михаил Краснов сăмах илнĕ. Вăл кăçал чи лайăх ĕçленĕ вырăнти уйрăмсен çĕнтерỹçисене палăртнă. ЧНК президенчĕ тата унăн çумĕсем вĕсене хаклă парнесемпе тата дипломсемпе чысланă. «Чăваш наци конгресĕ» общество пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕсем хушшинчи ятарлă конкурсра Елчĕк округĕнчи уйрăм виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртма кăмăллă (ертỹçи Анна Портнова, сăн ỹкерчĕкре).

Раççей Президенчĕ В.В.Путин тепĕр çул çĕршывра Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пулать тесе палăртрĕ. Çак темăна лару вăхăтĕнче асăнса хăварнă май ку енĕпе тивĕçлĕ ĕçлес ыйтăва та çĕкленĕ, халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетес енĕпе тата тăрăшарах ĕçлемеллине каланă.

Мăн Канашра чăвашлăха аталантарас ыйту та çивĕччисен йышĕнче пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code