Юмах
Сарă тулă хăй ылтăн пĕрчи пек хаклине тахçанах пĕлет.
— Мана акиччен çĕре сухаламалла, сỹрелемелле, кĕр çитсен пуçтармалла, — тет. — Кайран анана тислĕк хумалла. Эсĕ, шурă тулă, манашкал мар, ытла шуранка, çынсем сана ỹстерес тесе ытлашши вăй хумаççĕ пуль. Тĕшшỹ тутă тытать-и хăть?
— Э, сарă тулă пĕрчи. Мана туса илесси çăмăл тетĕн-и? Акнă хыççăн эпĕ тем тĕрлĕ нуша куратăп, çилĕ вĕçтерет, хĕвелĕ çунтарать, тусанĕ пусарать, шывĕ путарать… Мана алă вĕççĕн пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнине курасчĕ санăн. Кăнтăртан çурçĕре, хĕвел тухăçĕнчен хĕвел анăçне е аякри çĕршывсене çитиччен эпĕ ылтăн пĕрчине çаврăнатăп. Тусăм, лавккасенче шурă тулă мĕн хак тăнине пăхса ил-ха…
Любовь ФЕДОРОВА

