Хĕр ача амăшне пăхса, ывăл ача ашшĕне курса ĕçе хăнăхса ỹсет, тенĕ ĕлĕкренех чăвашсем. Нумай çул пĕрлешỹллĕ хуçалăхра механизатор пулса ĕçлекен, «çĕнĕлле» пенсие тухмалли çула çывхарса пыракан Владислав Козловшăн ваттисен каларăшĕ çĕнĕлĕх мар. Мĕншĕн тесен вăл механизатор ĕçне ашшĕнчен — Алексей Илларионовичран — вĕренсе ỹснĕ, чăн-чăн çĕр çынни пулса тăнă. Николай ывăлĕ ăна кура çак ĕçре хăйĕн пирвайхи утăмĕсене тунă.

— Атте иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ялти колхозра тракторпа ака-суха тума, комбайнпа тыр-пул пуçтарса кĕртме пуçăннă та, çак ĕçсене мĕн ватăличченех пăрахман. Пĕчĕк ачана трактор-машина яланах илĕртет. Манпа та çаплах пулнă. Хам астăвассах аттепе юнашар кабинăра ларса çỹренĕ, унпа машинăпа трактор паркне ларса каçнă, — аса илет ачалăхне Владислав Алексеевич. — Аттене пулăшасси техникăна юсамалли хатĕрсене алăран парса тăрассинчен пуçланнă та, гайки-болтне сỹтсе хытарма, унтан кăткăсрах ĕçсене тума тытăннă. Çапла майпа аттепе юнашар техникăна юсама, унпа çỹреме вĕреннĕ.
— Сирĕн аçăр, Алексей Илларионович, ăста механизатор, пултаруллă комбайнер пулнипе асра юлнă. Ял çыннисем эсĕ унăн пулăшуçи пулса ĕçленине астăваççĕ. Унпа тыр-пул пухса кĕртме миçе çулта тухнă-ха? — ыйтатăп Владиславран.
«Аттепе тырă вырма пуçласа 1973 çулта уя тухрăм. Ун чухне эпĕ 10 çул тултарнăччĕ, 5-мĕш класа вĕренме куçнăччĕ. Çак вăхăт тĕлне эпĕ хăш-пĕр техникăпа çỹреме хăнăхса çитнĕччĕ. Çавăнпа атте комбайн штурвалне тытса пыма пĕрремĕш çулах шанчĕ. Пĕррехинче 10-мĕш уйра, Аслă Шăхаль чиккинче, тырă выратпăр. Тем сăлтавпа атте анан çỹл енне юлчĕ, мана комбайнпа пĕр çаврăм тума ирĕк пачĕ. СК-4 комбайн штурвалне ура çине тăрса тытса пыратăп. Ларсан педаль патне ура çитмест. Ун чухнехи «уй-хир карапне» хальхипе танлаштарма пулман, ĕçлекен комбайн çийĕн тусан явăннă, пучах хăлчăкĕ вĕçнĕ. Çилсĕр çанталăкра вăл мостик çинчи механизатора хупласа илсе, куçа уçтарман, кĕпе витĕр кĕрсе çỹçентеретчĕ. Апла пулин те, комбайн малаллах шăвать. Атте мана шанни, пысăк ĕç тума хутшăнни хавхалантаратчĕ. Тем самантра ман пата çăмăл автомашина çывхарнине асăрхатăп. Чарăннă автомашинăран тухнă Тамара аппапа Лидюк аппана палларăм (ун чухне Тамара Павлова ялти культура çурчĕн директорĕ, Лидия Федорова библиотекарь пулса ĕçленĕ. — Автор). Вĕсемпе пĕрле килнĕ вăтам çулсенчи арçынна пуçласа куратăп. Вăл райсовет ĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ Петр Хушкин пулнине каярахпа пĕлтĕм. Ун чухне культура работникĕсем уй-хире, йĕтеме тухса çỹретчĕç, ĕçлекенсене хаçат-журнал парса хăваратчĕç, юрăсем юрласа хавхалантаратчĕç. Районтан килнĕ пуçлăх манпа калаçать, ыйтса пĕлет: «Аçу ăçта, комбайнпа ĕçлеме хăрамастăн-и?». Пĕтĕм калаçăва астумастăп ĕнтĕ, анчах вăл ман пирки: «Пĕчĕккĕ пулсан та йăрă, хăюллă ача», — тесе каласа хăварнă культура работникĕсене.
Çав çулхине аттепе иксĕмĕр ытти экипажсенчен кая мар тырă çапса илтĕмĕр, пĕр вăхăт талăкра чи нумай тырă çапса илекенсен йышĕнче пулса комбайн çинче хĕрлĕ ялав çакса çỹрерĕмĕр. Анчах тепĕр çулхине инкек пуласран шикленсе-ши, çула çитмен çамрăксене комбайнер пулăшуçинче ĕçлеме чарчĕç. Пирĕн колхозра-ши, е районта-ши çакăн пек йышăну кăларнă? Ман ỹсĕмре чылай ача ашшĕпе юнашар комбайнера , тракториста пулăшаканра ( ĕлĕк ăна плугарь теттĕмĕр) ĕçлесе ỹснĕ. Анчах вĕсен айăпĕпе инкек-синкек пулнине, машинăпа трактора юрăхсăра кăларнине астумастăп. Çамрăксем уйрăмах яваплăха туйса, асăрханса ĕçленĕ ахăр.
Тепĕр икĕ çултан аттепе каллех тырă вырма тухрăм. Вырма вĕçленсен ăна суха тума пулăшрăм. Çапла майпа Совет Çарне службăна кайичченех техникăпа хамран чылай çул аслăрах механизаторсемпе юнашар ĕçлерĕм. Халĕ механизатора, водителе ятарласа вĕренмесĕр машинăпа трактор çывăхне те ямаççĕ. Çул çитменнисене пушшех те. Маларах комбайнер пулăшаканĕнче, плугарьте ĕçленĕ çамрăк ятарлă пĕлỹ илмесĕрех тырă вырнине, тракторпа суха тунине питĕ тĕрĕслесех тăманнипе те çыхăннă пуль çакă. Çапах та вăтам шкул пĕтерекен кашни çамрăка механизатор удостоверенийĕ панă. Пире Çирĕклĕ Шăхалĕн вăтам шкулĕн аслă класĕсенче машиноведени предметне Алексей Аверкин вĕрентнĕ, районтан килнĕ ятарлă комисси теори пĕлĕвне, техникăна çỹретме, çул-йĕр правилисене пĕлнине тĕрĕслесе документ панă. Водителе çара кайиччен ДОСААФăн Канашри е Шупашкарти шкулĕсенче вĕрентнĕ. Эпĕ те водитель правине илсен колхозра ĕçлерĕм. Çар службинче Хĕвел тухăç Германире пултăм, полковника турттарнă май нимĕç çĕршывĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе куртăм. Çартан таврăнсан ГАЗ-52, ГАЗ-53 автомашинăсемпе ĕçлерĕм. 1987 çултанпа «Знамя» колхозра, унтан «Труд» производство кооперативĕнче Т-150 пысăк кустăрмаллă тракторпа ака-суха тума, комбайнпа тырă пуçтарса кĕртме, хуçалăхри ытти нумай ĕçе пурнăçлама хутшăнатăп. СК-5 «Нива» комбайнпа Валерий Жуковпа пĕрле виçĕ çул тыр-пул пуçтарса кĕртрĕм. 2000 çулта пирĕн хуçалăх Шăмалакран «Дон-1500» комбайн кỹрсе килчĕ те унпа Владимир Охотинпа ултă çул ĕçлерĕм. 2008 çулта производство кооперативĕ «АГРОС-530» комбайн туянчĕ. Çавăнтанпа ăна кашни çулах вырмана илсе тухатăп. Тĕрлĕ çулсенче манпа юнашар Юрий Уткин, мăшăрăм Нина Николаевна, Николай ывăлăм вăй хучĕç. Хальхи комбайна 1973 çулхи «уй-хир карапĕпе» танлаштараймăн, хальхипе ĕçлеме питĕ лайăх, ĕç тухăçлăхĕ те пысăк.
Кустăрмаллă Т-150 малтанхи тракторпа 21 çул ĕçлерĕм. Иккĕмĕшĕ 2007 çулта илсе килнĕскер. Иртнĕ çуркунне унпа кĕрхи çĕртме сухи турăм, нумай çул ỹсекен çĕр лаптăкĕсене 800 гектара яхăн сỹрелерĕм. Кĕркунне 380 гектар çинче суха турăм. Ытти çулсенче 500 гектара яхăн сухалани те пулнă. Çулла, выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта, ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттаракан ешĕл массăна тракторпа пусăрăнтарса тăратăп.
Темиçе теçетке çул каялла колхозăн хисеплĕ колхозникĕ Александр Сапожников, тăван ялта нумай çул ака-суха тунăскер, пĕр калаçура Тĕмер уй-хирĕнчи кашни пусăм çĕре пĕлсе çитни çинчен каласа панăччĕ. Эпир те çавнах калама пултаратпăр.
Çуркунне çĕр час типсе çитмен лаптăксем тĕл пулаççĕ. Эпир вĕсен вырăнĕсене пĕлсе тăратпăр, тракторпа тỹрех пырса кĕместпĕр. Е тата хăш-пĕр çул вăйлă шыв-шур пĕчĕк вар туса хăварать, вăл акара та тикĕсленмест. Тырă вырнă вăхăтра ку вырăнта комбайна асăрханса тытса пымаллине асра тытма тивет».
Калаçса ларнă май иртни патне темиçе хутчен те таврăнтăмăр. Кустăрмаллă пысăк тракторпа çулталăкăн чи пысăк пайĕнче ĕçлеме тивет Владислав Алексеевичăн. Тăватă теçеткене яхăн çулăн тапхăрĕнче мĕнле кăна ĕç пурнăçламан-ши, ăçта кăна çитмен-ши? Рынок тапхăрне кĕриччен ялта уйрăмах нумай ĕç пулнă. Колхоз, уйрăм çынсем валли строительство материалĕсем, Шăмăршă, Патăрьел тăрăхĕсенчен вăрман, вут-шанкă, районта çул-йĕр тума хăйăр, вак чул турттарнă …Ĕçĕ тупăнсах тăнă. 2000-2004 çулсенче производство кооперативĕ Вырăс Чукалĕнчен фермăсен урайĕсене сарма нумай вăрман кỹрсе килнĕ. Пĕр çулхине вăл Василий Воронов механизаторпа 440 кубла метр йывăç кỹнине астăвать. Паянхи кун строительство материалĕсем те, вут-шанкă та турттармалла мар. Çапах та ĕçлекен çын валли ĕç тупăнатех. Владислав Козлов кашни çулах хĕл кунĕсенче тракторне хускатса ял урамĕсене юртан тасатма хутшăнать.
Козловсен ывăлĕ Николай ашшĕ пекех ĕç çумне ир çыпçăннă. Шкул çулĕсенчех каникул вăхăтĕнче комбайнпа тыр-пул пуçтарса кĕртме, тракторпа суха тума уя тухнă. Ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра кашни çулах водитель пулса комбайн патĕнчен йĕтем çине тырă турттарнă.
Çакăн пек механизаторсем, ытти ĕçченсем пуртан пурăнать-ха ял. Вĕсем — хуçалăхсен тĕрекĕ.
Николай АЛЕКСЕЕВ.

