Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Агроном-фронтовиксем

Агроном-фронтовиксем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнин, Çĕршыв хỹтĕлевçин, çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкĕнче тăван районта (округ) 1971-1982 çулсенче пĕрле ĕçлеме телейлĕ шăпа пỹрнĕ хамăн вĕрентекенĕмсем — ĕçтеш-агрономсем пирки каласа кăтартас кăмăлăм пысăк.

«Авангард» колхозра (Чăваш Тăрăм тата Шуршу ялĕсем) ман умĕн Василий Егорович Егоров (1909 çулта çуралнă, 1983 çулта вилнĕ) агрономра ĕçленĕ. Вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ пулнă, бригадир, счетовод, «Малалла» колхоз председателĕ, райзон участокри агрономĕ, 1956-1970 çулсенче «Авангард» колхозра агроном пулса ĕçленĕ. Ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе тата ытти хисеплĕ ятсемпе наградăланă.

Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă Яков Сергеевич Морозов (1927-2009 ç.ç.) 17 çулта чухне вăрçа тухса кайнă. 1957-1979 çулсенче çак колхозра агроном, председатель пулнă,1979-1983 çулсенче Елчĕкри «Чăвашкрахмал пĕрлешĕвĕ» заводра тĕп агроном, 1983-1987 çулсенче Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра крахмал производствин агрономĕ пулса вăй хунă. Сăмах май, Чкалов ячĕпе хисепленекен колхоза нумай çул хисеплĕрен те хисеплĕ çын — Петр Егорович Крылов (1933 çулта çуралнă, 2019 çулта вилнĕ) ертсе пынă. Ахальтен мар ăна «Ĕçри хастарлăхшăн» тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Эпĕ Аслă Таяпари пĕрлештерсе пысăклатнă К.Маркс ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра Яков Сергеевичпа Петр Егорович Елчĕк — Комсомольски — Канаш трасса çине тухма вĕсен территорийĕ урлă дамба-çул çĕклес ыйтăва пĕр чăрмавсăр татса пама пултарни асран тухмасть. Яков Сергеевич пархатарлă ĕçĕшĕн нумай наградăна, çав шутра Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине те тивĕçнĕ.

Ленин ячĕпе хисепленекен колхозăн тĕп агрономĕ Иван Васильевич Начаров (1927 çулта çуралнă, 1992 çулта вилнĕ) 1941-1944 çулсенче бригадир пулса ĕçленĕ. 1944 çулта фронта тухса кайнă, Инçет Хĕвел тухăçĕнче яппунсене хирĕç çапăçнă. Яла 1949 çулта таврăннă. 1958-1969 çулсенче колхоз председателĕн çумĕ пулса вăй хунă. Председателĕ — Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ Гурий Иванович Тябуков. Сăмах май, вăл пĕр улшăнмасăр 25 çул хушши Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза ăнăçлă ертсе пынă. Гурий Тябуков (1906 çулта çуралнă, 1986 çулта вилнĕ) Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ. Унăн ячĕ Чăваш АССР тата Елчĕк районĕн Ĕçпе Мухтав тата Паттăрлăх кĕнекисене ылтăн сас паллисемпе çырăннă.

Иван Васильевич Начаров — ВДНХ участникĕ, «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ те вăл.

Эпир аса илнĕ агроном профессине суйласа илнĕ çак çынсем хăйсен пĕтĕм чун-чĕрипе ĕçе парăннă, чăн-чăн практик-специалистсем пулнă. Вĕсен шухăшне район ертỹлĕхĕ те (вăл вăхăтра ĕçленĕ З.П.Пчелов, Н.К.Архилин) итленĕ, шута хунă. КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ районта пулса иртекен канашлусенче хăй пĕтĕмлетỹ сăмахĕсемпе тухса калаçас умĕн яланах вĕсене хăйсен шухăшĕсене калама-пĕлтерме май туса паратчĕ. Çапла майпа вĕсен сĕнỹ-канашĕсем ỹсен-тăран отраслĕнчи, ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле ыйтусене татса парассинче пысăк пулăшу кỹнĕ.

Çỹлерех каласа кăтартнă çак çынсемпе хама ĕçлеме шăпа пỹрнĕшĕн тата вĕсемпе туслă çыхăнура пурăннипе эпĕ тивĕçлипе мухтанатăп. Вĕсен кун-çулĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çитĕнекен ăрăва — шкулсенче вĕренекенсемпе студентсене те каласа кăтартмалла тесе шутлатăп. Çакăн пек çынсен тивлечĕпе эпир тулăх та пуян пурăнатпăр, чи пĕлтерĕшли — сĕтел çинчен çăкăр татăлманни.

Аслă юлташăмсен — çак хисеплĕ çыннăмсен канаш-сĕнĕвĕсене кулленхи ĕçре пурнăçа кĕртсе пынине кура, паллах, хуçалăхри механизаторсемпе мĕнпур колхозниксен ырми-канми тăрăшулăхне пула виçĕ çул хушшинче (1971-1973) «Авангард» колхозра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен, малтанхи вăхăтрипе танлаштарсан, икĕ хут ытларах тухăç туса илме тытăнтăмăр. Çапла майпа пирĕн хуçалăх пирки район, республика шайĕнчи агрономсен конференцийĕсенче те каласа кăтартма тытăнчĕç.

Сăмах май çакна та каласа хăварас килет, Ленин орденлă «Победа» колхозри бригадирсем — И.Михайловский тата Н.Панкратов та ахальтен мар «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ, вĕсем стахановла ĕçленĕ. Май пулнипе усă курса Николай Иванович Панкратова нумаях пулмасть 85 çул тултарнă ятпа саламлатăп, тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.

А.БАГАУТДИНОВ,
ЧР АПК ветеранĕсен канашĕн членĕ,
«Хисеп Палли» орден кавалерĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code