Ытти çынпа танлаштарсан чĕри те вăйлăрах тапать пулĕ унăн. Енчен те пурнăçпа вилĕм хушшинче хĕç-пăшалпа çапăçаканăн амăшĕ пулсан? Ывăлĕнчен кашни кун телефон шăнкăравĕ кĕтекен — вĕçĕмсĕр шухăшсен авăрĕнче. Çунать унăн шалта, çулăмне кăна никам та курмасть, хăй те кăтартмасть — чăтать, е пĕчченлĕхре вĕри куççульпе çăвăнать…

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пыракан территорирен пирĕн тăрăха та сахал мар цинк тупăк килчĕ. Ывăлĕсене çапла кĕтсе илекен амăшĕсен чĕри епле чăтать-ши? «Вăхăт сурана тỹрлетет», — тени те çакăн пек чăтма çук йывăр пулăмсемшĕн мар. Ỹт çинчи çĕвĕ евĕр ĕмĕр çухалми вăл.
Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Каркалар ялĕнчи Орловсем патĕнче пулма тỹр килчĕ. Капмар та хăтлă çурт. Пысăк, çутă пỹлĕмсем. Пĕр стена çине рамăсемпе çемье членĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Хăйне кура реликви. Айккинерех — уйрăм кĕтес. Фотокарточкăсенчи автоматлă çамрăк ăш пиллĕн тинкерсе пăхать. Юнашарах Паттăрлăх орденĕ, «Çапăçу ĕçĕсен ветеранĕ» удостоверени, çар карттусĕ. Ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕ, тетĕшĕпе аппăшĕн çемйисем çапла яланлăхах куç тĕлне тунă ăна. Çавăнтах çĕршыв хỹтĕлевçин пурнăç символне палăртнă 10 шухăш. Иккĕшне вырăслах илсе кăтартар: «Дань женственности, дань матери, что смогла привить любовь ко всему окружающему»; «Дань друзьям, в окружении которых мы раскрываем свои лучшие таланты. Друзьям, которые будут долго помнить о нас!»

Владимир Васильевич Орлов (16.04.1998 — 29.10.2023) Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси училищине пĕтернĕ. Механик специальноçне алла илнĕ çамрăк сроклă службăна Ингушетире ирттернĕ. Артиллерист. 2022 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче тулли мар мобилизаци йĕркипе çар ретне тăнă. Пĕр çулталăкран Запорожье облаçĕнчи Работино тата Васильевка ялĕсен хушшинче пынă çапăçура паттăрла пуç хунă.
Володьăн вилтăпри çинче яланах чĕрĕ чечексем — юлташĕсем манмаççĕ ăна.
— Отпускри салтаксем пирĕн патăмăрта пулсан ывăлăм килнĕ пекех туйăнать, — Людмила Владимировна сăмахĕсенче çемçелỹ самантне асăрхатăн. — Япаласем парса ярсан та ăна панă пекех.
Сăмах май, Каркаларсем СВО паттăрĕсене пулăшса хỹтлĕх тетĕлĕ çыхассипе округра чи хастаррисенчен пĕрисем. Паянхи кун тĕлне кунта 64 сетка хатĕрленĕ пулсан, çав вăхăтрах, эпир пĕлнĕ тăрăх, пĕр пысăк ялта 10 ытларах çеç çыхнă. Кунта 15-17 çын куллен ĕçе çỹренĕ пек каçсерен кану пỹлĕмне пуçтарăнать. Материалĕсене заказ парса ял халăхĕнчен пуçтарнă укçа-тенкĕпе туянаççĕ (Ĕнелĕнчи Александр Кузьмин 9 комплектлăх килсе панине шутламасан).
Чĕре хушнипе ыр кăмăллăх акцине хутшăнакансенчен чи асли — 84-ри Евстолия Пирогова. Наталия Борисова салтак амăшĕ те кунсерен пĕрле. Унăн ывăлĕ Артем та Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
— Ачасене пулăшас тетпĕр вĕт, — ку темăпа Людмила Владимировна ирĕклĕн сăмахларĕ. — Хăшĕ-пĕрин упăшкисем: «Паян каймастăр-им? Вăхăт çитнĕ вĕт», — тесе мăшăрĕсене аса илтересси те ырă пулăма çаврăнчĕ. Сеткăсене отпуска килекенсенчен те парса яратпăр. Кашнин ăшне 10-шар мăшăр нуски тата пылак çимĕçсем чиксе яратпăр. Хальхинче мунчала та хутăмăр.
Салтак амăшĕ пĕр кунхине сăмах май тенĕ пек Кỹкеçри «Катюша» ушкăн пахча çимĕç пуçтарни çинчен пĕлтерет. Ак, ирхинех вĕсен гаражĕ умне çĕр улми, купăста миххисем килсе те хунă. Унтан татах. Пухăннă таварпа Орловсем Тỹскелĕнчи Дмитрий Судаков патне виçĕ рейс тунă.
…Амăшĕ ывăлĕпе кашни кун Телеграм мессенджер урлă çыхăнса тăнă. «Манăн йĕркеллех. Хăвăр лайăх тăрăр», — хуравĕ час-часах çапларах пулнă унăн. Пĕр кунхине çырман ывăлĕ. Ырра маррине сиссе Людмила Владимировна салтаксен амăшĕсем патне шăнкăравлать. Вĕсем пĕлнех ĕнтĕ, калама кăна тăхтанă. Кăнтăрла çурт умне «Васкавлă пулăшу» машини килсе чарăннă, çынсем пуçтарăнма пуçланă… «Пурпĕрех ывăлăм çуккине ĕненместĕп», — тет салтак амăшĕ.
Çухату Володьăн юлташĕсене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те пушшех пĕтĕçтернĕ. Тỹскелĕнчи Николай Данилов, Кĕçĕн Таяпари Виктор Иванов тата ыттисем кĕске канура кашнинчех пулаççĕ Орловсем патĕнче. Елчĕкри Александр Григорьев тăтăшах телефонпа çыхăнăва тухать. Аленăпа Владимир Даниловсем (Тỹскел), Алевтинăпа Николай Афанасьевсем (Кĕçĕн Таяпа), Галинăпа Евгений Денисовсем (Йĕпреç) халĕ тăвансем пекех…
— Володя юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕхчĕ, — Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов хăй алли витĕр тухнă кашни ачана лайăх пĕлет. — Кăмăлĕ уçăччĕ, ялан ăшă кулăллăччĕ. Унран: «Çук», — тесе хирĕçленине пĕрре те илтмен. Йĕлтĕрпе чупассипе, шывра ишессипе, баскетбол вăййисенче уйрăмах малтаччĕ.
Кил-хуçалăхра тăтăшах ĕç çумĕнче пулни те ăна спортра çирĕпленсе пыма пулăшнах. Пĕр вăхăт Орловсем 28 сысна таранччен усранă. Ывăлĕн пулăшăвĕсĕр май килменнине аслисем те палăртаççĕ халĕ.
— Володя икĕ хутчен отпуска килсен те килте нумай тăман: пĕрмаях юлташĕсен заказĕсене пурнăçлас тесе çỹрерĕ, — тет амăшĕ. — Çурт çи виттине улăштармаллаччĕ те, тепре отпуска килсен ĕçе хамăрăн вăйпах йĕркелессине пĕлтерчĕ… Шел. Унсăрах çĕнетме тиврĕ.
«Кăна Володя укçипе туса хутăр пуль-ха», — тесе калама хăякан та тупăннă çавăн хыççăн. Мĕн ку? Кĕвĕçлĕх-и, чунсăрлăх-и? Сăмахсене шухăшларах каласан йывăр сăмах чĕрене амантмĕччĕ те çав. Орловсем яланах çителĕклĕ пурнăçпа пурăннă. Кил хуçи, Василий Петрович, колхоз саланиччен бригада управляющийĕ, заправщик пулса ĕçленĕ. Комбайнпа чылай çул вырма ĕçĕсене хутшăннă. 67-ри ĕç ветеранĕ халĕ те кĕрĕк арки йăваласа лараканскер мар. Хĕллесĕр пуçне вăл пĕтĕм вăхăта кỹршĕллĕ Кайпăç районĕнчи «Федоровское» вăрман хуçалăхĕнче ирттерет — ĕçĕ пайтах унта.
Людмила Владимировна райпо тытăмĕнче сутуçăра тăрăшнă. Çулла, кĕркунне вăрмантан тухма пĕлмест темелле. Кăмпи те, çырли те, чей курăкĕ те пухăнать унта. Ку тĕлĕшпе маçтăр вара вăл. «Вăрманта йывăр шухăшсенчен канатăп», — тет салтак амăшĕ…
— Тăшмана хамăрăн ывăлсемшĕн тавăрмаллах. Мĕнле майпа? Тылри хастарлăхпа тавăрмалла. Фронта пулăшма пĕрре те чарăнмалла мар пирĕн, пулăшу ĕçĕсене кашни ялтах йĕркелемелле. Пĕрлĕхре пулсан нацизма аркататпăрах, — тет сăмахĕпе те, ĕçĕпе те çирĕп Людмила Орлова.
Николай МАЛЫШКИН.
Каркалар ялĕ.

