Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 2026 çул — Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ

2026 çул — Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2026 çул Чăваш Республикинче Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулассине çирĕплетекен Указа алă пусни çинчен пĕлтернĕччĕ.

Республикăра пурăнакансем шăпах çакăншăн ытларах сасă панă. «Пирĕн тĕллев — çак çулталăк çĕнĕлĕхсем уçмалли, туслăха тата ытларах çирĕплетмелли çул пултăр тесе тăрăшасси. Ку мероприятисене кашниех хастар хутшăнасса шанатăп. Çак çулталăка çĕнĕ ĕçсемпе тата проектсемпе, ырă пуçарусемпе пуянлатар, тĕп хаклăха — халăхсен хушшинчи туслăхпа килĕшĕве — упрар», — палăртнă Олег Николаев.

Аса илтеретпĕр: Раççейре 2026 çул Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пулĕ.

ШУХĂШ

Зинаида ЯКОВЛЕВА, Елчĕк муниципалитет округĕн Общество палатин председателĕ:

— Чăваш Енре чăвашсем, вырăссем, тутарсем, мордвасем тата ытти нумай наци çынни туслă пурăнаççĕ. Раççей, республика шайĕнче халăхсен туслăхне, пĕрлĕхне ырлани, пĕр танлăха, кашнин хăйсен тĕнне ĕненме ирĕк пуррине, тăван чĕлхепе культурин хăйне евĕрлĕхне тимлĕх уйăрни чăннипех те ырă та кирлĕ пулăм. Тĕрлĕ наци халăхĕн йăли-йĕркипе тата вĕсен юрри-кĕвви мĕнле янăранипе, вĕсен литературипе паллашни те кăсăклă пуласси пирки иккĕленỹ çук. Пур çын та хăйсен тата ытти халăх культурине те хисеплет тĕк — вĕсен хушшинче ăнланманлăх, кỹрентерỹ пулмастех. Çакă вара пур çĕрти лару-тăру çине — вĕренỹ заведенийĕсенчи, ĕç вырăнĕсенчи, республикăри пĕтĕмĕшле ăнăçлăх çине те — лайăх витĕм кỹрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code