Апрелĕн 1-10-мĕшĕсенче ведомствăсем хушшинчи «Раççей ачисем» комплекслă оперативлă профилактика операцийĕ иртет.
Унăн тĕп тĕллевĕ — çул çитмен ачасем хушшинче наркомани сарăлассинчен асăрхаттарасси тата вĕсене наркотик, психотроплă япаласене суту-илÿ тума явăçтарассинчен сыхласси.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Хăвăр ывăл-хĕрĕр пурнăçĕпе кăсăклансах тăрăр, вĕсене хăвăр çумăртан тĕксе ан ярăр. Эсир кăна ачăрсене тĕрĕс çул суйласа илме пулăшма пултаратăр. Ачăрсем хăйсене мĕнле тытнине куллен тимлĕх уйăрăр, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе интересленĕр, йывăр вăхăтра кирлĕ сĕнÿ-канаш парăр. Епле те пулсан çамрăксем усал йăлапа ан çыхланччăр.
Енчен те эсир наркотиклă япаласем сарма тата ачасене çак ĕçе явăçтаракан тĕслĕхсене пĕлсен е илтсен çийĕнчех право сыхлавĕн органĕсене пĕлтерĕр. «Сывă общество» пултăр тесен пирĕн кашнийĕн хăйĕн тÿпине хывмалла.
Э.НИКОНОВ,
полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕн çумĕ.