Республикăра бизнес валли хăтлă условисем йĕркеленсех пыраççĕ, предпринимательлĕх майĕпе ĕçлеме уйрăм условиллĕ тăхăр зона туса хунă.
Раççей Правительстви пулăшнипе Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленĕ уйрăм экономика зонинче ĕçлекен резидентсем пысăк проектсене пурнăçа кĕртеççĕ. Çак шутра — энергетика валли кăмакасем, строительствăпа çул-йĕр отраслĕсенчи техника валли туртăм электропривочĕсем, хими продукцийĕ туса кăларасси тата ытти те. Пысăк проектсем пĕчĕк бизнеса та аталанма пулăшаççĕ. Çывăх çулсенче унта лайăх шалуллă 1,4 пин ытла ĕç вырăнĕ пулмалла. Инвестицисен калăпăшĕ вара 12 миллиард тенкĕ патне çывхармалла.

