Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.А.Николаевăн 2025 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи 244-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Юлия Андреевна ИЗМАЙЛОВА мăйракаллă шултăра выльăх пăхакан оператор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл пăхакан выльăхсем кăçалхи 9 уйăхра талăкра вăтамран 1130 грамм ỹт хушнă.

