Чăваш Ен юлашки пилĕк çулта самай аталаннине цифрăсем çирĕплетеççĕ. Чи малтанах промышленность кал-кал ĕçлени савăнтарать, электротехника, хими отраслĕсен, станоксен, машинăсем тăвакан отрасльсен аталанăвĕ курăмлă, çĕнĕ йышши продукцисенчен пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем, вилкăллă погрузчиксем тума пуçланине палăртмалла, ытти çĕнĕ тавар та чылай.
Промышленноçа патшалăх енчен пулăшассине 30 хут ỹстерме пултарнă, çакă малашлăха çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме май парать, экспорта та вăйлатать. Юлашки пилĕк çулта вăл 45 процент ỹснĕ.

