Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова январĕн 27-мĕшĕнче «тỹрĕ эфир» ирттерсе граждансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Кунта вăл регионти сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарас ыйтусене тĕплĕн çутатса çитес çулхи плансем çинчен те каласа пачĕ. Палăртса хăварар, тỹрĕ линие çĕр ытла çыру килнĕ, вĕсем пĕри те хуравсăр юлмĕç.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмне анлăн çĕнетесси тата медицина пулăшăвĕн мелне лайăхлатасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. 2025 çулта сывлăх сыхлавĕн 66 объектне çĕнĕрен хута янă тата юсанă: 9 модульлĕ ФАП çĕкленĕ, сывлăх сыхлавĕн 51 объектне тĕпрен юсанă, пуçламăш звенори 6 объекта — 1 ФАП, 2 тухтăр амбулаторийĕ тата пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн 3 уйрăмĕ — туса лартнă.

