Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп хуламăр çитĕнĕвĕ

Тĕп хуламăр çитĕнĕвĕ

Шупашкар — Раççейри хăна кил бизнесĕн чи лайăх хули. Çак сума вăл иртнĕ çулхи кăтартусемпе 500 пинрен пуçласа 1 миллион таран çын пурăнакан хуласем хушшинче çĕнсе илнĕ.

Шурă хуламăр пысăк сума туризм инфраструктурине аталантарас, хальхи йышши хăна çурчĕсем çĕклес тата 2035 çулчченхи туризм Стратегине ĕçе кĕртес тĕлĕшпе курăмлă ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ.

— Пирĕн тĕллев, — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, — Раççейĕн туризм индустрийĕнчи чи илĕртỹллĕ ТОП-20 регион йышне кĕресси. Ку çĕнтерỹ — пирĕн пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ. Вăл эпир малалла тĕрĕс çулпа кайнине çирĕплетет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code