Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ мастер-класс

Черетлĕ мастер-класс

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче искусство шкулĕн преподавателĕ Наталия Филиппова черетлĕ мастер-класс ирттерчĕ.

Мĕн пур ĕçре хастарлă пулма хăнăхнă çак сăн ỹкерчĕкри хĕрарăмсем маларах музейра уçăлнă яппун халăхĕн кинусайга техникипе усă курса ăсталанă панно, кавир тата чăваш тĕррисен куравĕнче те пулса курнăччĕ. Ун чухнех вĕсем кавир тĕррин ăсталăхне алла илес кăмăллă пулнине пĕлсе Наталия Филиппова вĕсене мастер-класа йыхравларĕ. Хĕллехи сивĕ кунсенчи пушă вăхăтра хăйсене çакăн пек усăллă ĕç — чун киленĕçĕ тупса панăшăн хĕрарăмсем ăстаçăна, çавăн пекех пире те, музей ĕçченĕсене, тав тунине пĕлтерчĕç.

Снегира СТЕПАНОВА,
лектор-экскурсовод.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code