Манăн шăллăм Тюмень хулинче пурăнать. Хăнана кайсан пĕринче çапла 2014 çулхи февралĕн 6-12-мĕшĕсенчи «Ямская слобода» хаçат алла лекнĕччĕ. 8-мĕш страницăри «При родах помогли… волки» статьяна вуласан çав тери тĕлĕннĕччĕ. Çак истори манăн чĕрене тарăннăн вырнаçнăран унпа вулакана та паллаштарас килчĕ.

25 çулхи Мэри Краник американка Аляска штачĕн Талкээтны хулинчи пĕр организацире секретарь пулса ĕçленĕ. Çав кунхине сакăр уйăхри хырăмпа хĕрарăм килне кайма тухнă, анчах питĕ вăйлă çил-тăман тыткăнне лекнĕ. Унăн автомашини, çул çинчен пăрăнса, кювета путса ларать. Килекен машинăсене чарма тесе шутлать. Куç курми çанталăкра çын çула тухать-и? Нимĕн те çук. Вăл вара çуранах кайма шутлать. 800 метр пек утсан аптăраса ỹкет. Пĕр хỹтĕрех вырăн тупса чĕркуçленсе ларать те çав тери вăйлă ыратнипе тăнне çухатать.
«Эпĕ темиçе минутран тăна кĕрсен, манăн пуç пысăк кашкăр çурăмĕ çинче выртнине, ытти кашкăр таччăн çыпçăнса мана çил-тăманран хупăрласа тăнине куртăм. Тăххăр та пурччĕ пулĕ», — тесе каласа панă американка. — Тепĕр 20 минутран эпĕ ача çуратрăм. Пĕр кашкăр ами ачан кăвапине питĕ асăрханса, шăлĕсемпе кăшласа татрĕ те тепри ачана çуласа тасатрĕ».

Ыттисем Мэри çумне выртса, ăна тата пепкене хăйсен кĕлеткисемпе тата сывлăшĕсемпе шăнса кỹтме паман. Хĕрарăм ачине хăй аллине илесшĕн пулнă, çапах та вăйĕ çукран çак ĕçе тума пултарайман. Ача кăвапине татнă кашкăр каллех ăс çитерет: пепкене сăмсипе тĕртсе амăшĕ патне шутарать. Пĕчĕк çын макăрса янă, ку ĕнтĕ вăл чĕрĕ иккенне пĕлтернĕ. Мэри кăкăрне парсан тĕпренчĕкĕ лăпланнă.
Кашамансем çаплах хĕрарăм тавра выртнă-ха. «Кашкăр кĕтĕвĕн ертỹçи пулĕ, ман пит çинчи юра тата куççуле çуласа типĕтсе тăчĕ», — тенĕ Мэри Краник.
Хĕрарăм килне таврăнманнине пула тăванĕсемпе паллакансем ăна шырама тухнă. Пăрахса хăварнă машина патне çитсен япăххи çинчен шутласа шырава пикенеççĕ. Тĕмеске çинчи кашкăр кĕтĕвне кураççĕ те пăшалсенчен пеме пуçлаççĕ. Кашкăрсем çийĕнчех айккине тапса сикнĕ. Çав вăхăтра çынсем йывăç çумне тĕршĕннĕ хĕрарăмпа ачана асăрханă. Тукмак хỹресем пăрахса кайман-ха, Мэрипе ачана машина çине вырттарнине пăхса тăнă.
Çил-тăман синкерĕнче пулнă Мэри Краник американка 3,5 килограмм таякан сывă ача çуратнă. «Кашкăрсем мана хăйсен кĕтĕвĕн членĕ тесе шутланă пек килсе тухрĕ, — тенĕ вăл. — Вĕсем пулăшман пулсан ман ача чĕрĕ юлаймастчĕ паллах».
Свидетельсем пулман пулсан çынсем çак историне ĕненмен пулĕччĕç.
Николай АЛЕКСАНДРОВ
куçарнă.
Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.

