Эпир шкулта ĕçленĕ çулсенче кашни класс пĕр-пĕринпе ăмăртса хут-хăмăр, тимĕр-тăмăр пуçтаратчĕ.

Хавхаланса тупăшма сăлтавĕ те пысăк пулнă çав. Мала тухнисене Шупашкара, Хусана, Канаша экскурсие илсе каятчĕç. Колхозăн автобус пулманран груз турттаракан машинăпа усă курнă. Николай Волков шофер ытларах тухса çỹренĕ пирĕнпе. Уйрăммăн палăрнă ачасене вара лагерьсене кайма путевка панă. Манăн хĕр ача Пĕтĕм Раççейри «Орленок» пионер лагерĕнче канса килме пултарчĕ.
Халĕ округри шкулсенче кивĕ хут пуçтарасси йăлана кĕмен. Хакĕ йỹнĕ пулнипе-ши е урăх сăлтавпа?
Аслисем ертсе пырсан ĕç вырăнтан тапранмаллах. Хаçат-журналсене, кивĕ кĕнекесене кĕле çавăрмалла мар, иккĕмĕш «пурнăç» парнелемелле.
Исония ВОЛКОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

