Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Харсăр вĕренекенсем

Харсăр вĕренекенсем

Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта паянхи кун 82 вĕренекен пĕлỹ илет. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ предмет олимпиадисен, наукăпа практика конференцийĕсемпе пултарулăх конкурсĕсен, спорт мероприятийĕсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем тата тĕрлĕ акцисемпе флешмобсен участникĕсем.

Нумай çул хушши асăннă шкулта вĕрентекен, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, хальхи вăхăтра воспитани енĕпе тимлекен советник пулнă май, ĕçре ялан ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарассине тата вĕсен социаллă активлăхне ỹстерессине тĕпе хуратăп.

Паянхи сăмахăм 11-мĕш класра пĕлỹ пухакан Анна Краснова тата Юлия Герасимова пирки пулĕ. Иккĕшĕ те ку шкулта пĕрремĕш класранпа пĕлỹ илеççĕ, вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Хĕрсем «Пĕрремĕшсем» юхăмăн ĕçне хастар хутшăннине палăртмалла, шкул ачисенчен йĕркеленĕ ятарлă канашăн ĕçĕ-хĕлĕнче те маттур.

Анна — медиа ушкăн ертỹçи, шкулта иртекен мероприятисене çутатса видеорепортажсем хатĕрлеме пулăшать, сăн ỹкерчĕксен пуххисем тăвас ĕçе йĕркелесе пырать. Ку вĕренỹ çулĕнче хĕр Алина Сазонова класс ертỹçипе «Çăлавçă çăлтăрĕ» конкурса видеорепортаж тăратрĕ, çак ĕçпе республикăра 2-мĕш вырăна тухрĕ. Иртнĕ çул эпир ял музейĕ пирки хатĕрленĕ «Çĕршыв паттăрĕсене мухтатпăр» ятпа хатĕрленĕ видеорепортажпа округри конкурссенче çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнинче те Аннăн тỹпи пысăк. Нумаях пулмасть Елчĕкре «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа иртнĕ пултарулăх конкурсĕн çĕнтерỹçисемпе призерĕсене чысларĕç — асăннă конкурсра Анна сăвăпа 2-мĕш вырăнта.

Вунпĕрмĕшсем хальхи вăхăтра тăрăшсах экзаменсене хатĕрленеççĕ. Хĕр ача ытларах математика тата информатика предмечĕсене кăмăлланине пĕлтерет, экзаменсене лайăх тытса ĕмĕтленнĕ çĕре вĕренме кĕрес тĕллевпе пурăнать.

Ачасен урок тулашĕнчи ĕçне йĕркелесе пынă май мана çак ĕçре шкул ачисен совечĕ нумай пулăшать. Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» проект Чăваш Енре 4-мĕш çул ĕçлет. Эпир, советниксем, ачасене патриотла воспитани парас ĕç çине тата ытларах тимлĕх уйăратпăр — лекцисем, паттăрлăх урокĕсем, уçă калаçусемпе тĕл пулусем ачасен асĕнче юлаççех. Асăннă ĕçсенче шкул ачисен лидерĕн Юлия Герасимован тỹпи те пур. Юля тантăшĕсене те, кĕçĕннисене те хăй тавра пуçтарма, вĕсене йĕркелесе тĕрлĕ ĕçе явăçтарма маçтăр. Иртнĕ çулсенче шкулти «Пĕрремĕшсен» юхăмĕн ĕçĕнче хастар ĕçлерĕ, «Çăлтăрпа пĕрле зарядка», «Палăксем патне уçнă çул», «Истори управçисем» ĕçсенче пуçарулăх кăтартрĕ.

Юлия Герасимова тата унăн юлташĕсем республика шайĕпе иртнĕ «СВО паттăрĕсене çĕнĕ çул саламĕ» стена хаçачĕсен конкурсĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç, округра иртнĕ «Знатоки» олимпиадăра 2-мĕш вырăна тивĕçрĕç.

Тăрăшулăхне кура Юля çулла ăшă енче вырнаçнă ачасен «Орленок» лагерĕнче те пулса курчĕ, «Раççейри ăмăрткайăксем» ушкăнра вожатăй пулăшуçи пулса ĕçлесе хăйĕн пултарулăхне ỹстерчĕ, унтан тĕрлĕ дипломсемпе сертификатсемпе таврăнчĕ. Юля çавăн пекех спортра та маттур: алă вăйĕ виçмелле-и, йĕлтĕрпе чупмалла-и е стритбол вылямалла — ỹркенмест вăл, ялан малти ретре.

Иртнĕ кунсенче шкулта Халăхсен пĕрлĕхĕн тата туслăхĕн çулталăкне уçрăмăр. Унта Аннăпа Юлия чăваш ташши ташласа савăнтарчĕç. Сăн ỹкерчĕке шăпах пирĕн фотограф унта тунă.

Галина ЧЕРНОВА,
Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code