Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнче иртнĕ çул курăмлă ĕç чылай пурнăçланă. Ку вăл территори пайĕн начальникĕ Инесса Воронова ял старостисемпе, депутатсемпе, производство предприятийĕсен, обществăлла организацисен ертỹçисемпе пĕр тĕллевлĕ ĕçленĕрен килнĕ.
Çакна округ пуçлăхĕ Леонард Левый администраци тата территори пайĕсен начальникĕсемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура та асăнчĕ, Инесса Петровнăна тăрăшулăхшăн тав турĕ.
Территори пайĕнче ĕçсен ỹсĕмĕ чăннипех палăрать. Пĕлтĕр «Ниме — халăх бюджечĕ» проект çине таянса пĕтĕмпе 16 объекта йĕркене кĕртнĕ е çĕнĕрен тунă. Сумма та пĕчĕк мар: 14457132 тенкĕлĕх. Ултă ялăн масарĕсен çывăхне пысăк калăпăшлă хатĕр-хĕтĕре пуçтарма ятарлă площадкăсем (1035570 тенкĕлĕх) вырнаçтарнă. Урамсене вак чул сарса хытарасси, масарсен территорийĕсене тирпейлесси хăнăхнă ĕç тейĕпĕр. Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакансен савăнăçне вара пĕтĕм округ халăхне пĕлтерни те вырăнлă. Пĕлтĕр кунта 10 миллион та 500 пин те 50 тенкĕлĕх шыв пăрăхĕсене улăштарнă.
2026 çулта 10 миллион та 794 пин те 682 тенкĕлĕх виçĕ проекта пурнăçа кĕртесшĕн. Элпуçĕнчи Нагорная урамĕнчен пуçласа «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçул таран вак чул, Тĕмер ялĕнче Мостовая урамĕнчен тытăнса Южная урамне çити асфальт сармалла, Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкул çурчĕн çи виттине улăштармалла.
Граждансем пухусенче тĕрлĕ ыйту çĕклени — ял шăпишĕн тăрăшни. Вĕсен шучĕпе тĕп усадьбăра медсестра куллен пулмалла, темиçе кунтан килсе кайни питĕ çителĕксĕр; çăл патне дамба çĕклесе çул тумалла; Хăвăлçырма ялĕнчи Кивкасри башньăри шыва анализ илсе тĕрĕслемелле; Тĕмерсем культура çуртне юсав программине кĕртме ыйтнă, 2027 çулта хăйсен пуçарăвĕпе плотинана йĕркене кĕртесшĕн…
Килĕшỹре, пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлесен лава вырăнтан тапратма та çăмăл. Инесса Петровна ялсен хăтлăхĕшĕн тăрăшакан кашни çынна, уйрăммăн Александр Попова, Сергей Перепелкина тав тăвать.
Николай МАЛЫШКИН.

