Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕре тимлеменни саккуна пăсниех

Çĕре тимлеменни саккуна пăсниех

2026 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен харпăр хăй лаптăкĕсене Сосновский пултăранĕнчен, ытти инвазивлă, сиенлĕ ỹсен- тăрансенчен тасатманшăн 700 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ.

РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексăн (КоАП) 8.7 статйипе ял хуçалăх çĕрĕсемпе кирлĕ пек усă курманнипе, лаптăксенче йывăçсем, тĕмсемпе çум курăк ỹснĕшĕн çакăн пек айăплав кĕтет: уйрăм çынсене 20-50 пин, должноçрисене 50-100 пин, юридици сăпачĕсене 400-700 пин тенкĕ штраф.

Çакăн пирки РФ Патшалăх Думин депутачĕсем 2025 çулта закон йышăннă. Кунта çакна та палăртмалла: регионсенчи влаçсен ку закона хăйсенчен хушма ирĕк пур. Штраф суммине улăштарма та, сиенлĕ ỹсен-тăрансен списокне анлăлатма та пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code