ЧР Правительство çуртĕнче иртекен наркотиксемпе кĕрешекен комисси ларăвĕнче çамрăксен хушшинче профилактика ĕçне йĕркелес ыйтăва час-час çĕклеççĕ.
«Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер», «Сывă ăру» акцисене çулсерен чылай вĕренекен хутшăнать. Регионта иртекен спорт мероприятийĕсем те яш-кĕрĕме сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма пулăшаççĕ.
Наркоманипе кĕрешессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ĕç шутĕнче — урамри наркорекламăна пỹлесси. Чылай чухне çуртсемпе сооруженисем çине наркотик сутакан интернет-ресурссем çинчен пĕлтерекен информаци çырнă, ỹкернĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Çав çуртсен хуçисен çак тĕслĕхсене асăрхасан тỹрех шалти ĕçсен органĕсене пĕлтермелле.

