Хĕрарăм сĕтел-пукан лавккинче шкап суйлать.
— Сире кунашкал пысăк шкап мĕн тума кирлĕ? Мачча питĕ çỹллĕ-им? — интересленет сутуçă.
— Çук, кỹршĕ.
х х х
— Анне, эсĕ телефонра мана мĕншĕн «хура списока» кĕртнĕ?
— Санран спам килме пуçларĕ.
— Мĕнле спам тата?
— Телефон çине укçа хур, кино курма нухрат пар, çĕнĕ кĕпе кирлĕ…
х х х
— Манăн ĕç укçи психолог аллинче.
— Ай-ай! Çавăн пек вăйлă чирлетĕн-и?
— Манăн арăм психолог.

