Юлашки çулсенче республикăра туризма аталантарас тĕлĕшпе ỹсĕмлĕ ĕçлени курăнать.
Çакна хăш-пĕр цифрăсемпе çирĕплетме пулать: 5 çул хушшинче туристсен юхăмĕ 17 процент, хăна çурчĕсен тупăшĕ 7,4 хутчен, шыв транспорчĕпе килнисен шучĕ 4 хутчен ỹснĕ. Асăннă тапхăрта туризма аталантарма 2,3 миллиард тенкĕ уйăрнă.

