Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тавах сана, хĕрарăм

Тавах сана, хĕрарăм

Хĕрарăмран килет кун-çул телейĕ,
Вăл парнелет пире çак пурнăçа.
Хĕрарăм çумра чух кил-çурт илемлĕ,
Унпа чухне çеç тупăн канăçа.

Мăшăрпа чух эс мĕскĕн çын пек пулмăн —
Телей пурах хĕрарăм çумĕнче.
Унпа чухне эс выçлăха та курмăн —
Ĕçме-çиме тулли сĕтел çинче.

Çунат хушать хĕрарăм сăн-сăпачĕ,
Унпа чухне чуна кĕрет хăват.
Хĕрарăма ялан хисеп тăвасчĕ,
Арçынсене пилленĕшĕн çунат.

Йывăр чухне нихçан пĕччен хăвармĕ,
Чун-чĕререн васкать вăл пулăшма.
Пĕр вăл анчах сана чунтан ăнланĕ,
Вăлах пултарĕ ырăлăх сунма.

Тавах Турра хĕрарăмăн ăшшишĕн,
Телей курма пỹрнишĕн пурнăçра.
Тавах сана, хĕрарăм, эс пурришĕн.
Çак пурнăçăн сĕткенĕ сан çумра.

Виталий ПАТШИН.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code