Республикăра математикăпа, вырăс чĕлхипе, литература вулавĕпе тата тăван тавралăх предмечĕсемпе 3-4-мĕш классенче вĕренекенсен XXXI онлайн-вăййине ирттернĕ.
3800 ытла ачан ĕçне 400 эксперт педагог тĕрĕсленĕ. Палăртма кăмăллă: унта вырăс чĕлхипе Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти 4-мĕш класра пĕлỹ пухакан Михаил Муратов (ертỹçи Вера Молоствова) призерсен йышне кĕнĕ. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти Любовь Маркова учителĕн вĕренекенĕн Савелий Черновăн та тăван тавралăх предмечĕпе çавнашкал кăтарту.

