Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çỹп-çап вырăнĕ — контейнерта

Çỹп-çап вырăнĕ — контейнерта

Тавралăх, урамсем хĕлĕн шап-шурă ытамĕнче епле илемлĕччĕ!

Анчах юр хăвăрт ирĕлнĕçемĕн хирĕçле ỹкерчĕк куç тĕлне пулать: тĕрлĕ вырăнта çỹп-çап, пластмасса савăтсем, бутылкăсем «шăтса» тухнине асăрхатăн. Уйрăмах автоçулсен хĕрринче, чарăнусен вырăнĕнче нумай вĕсем. Унсăр пуçне автомашина хуçисем округ центрне кĕриччен пăрахса хăварнă хутаçсене те куратăн. Елчĕк ялĕн кирек хăш урамĕнче те контейнерсем пур, виçĕ минутлăх чарăнасси çеç.

Асăннă йĕркесене вуланă хыççăн кашниех хăвăра урам тирпейлỹçисен вырăнĕнче курсамăрччĕ…

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code