ЧР Ял хуçалăх министерстви федерацин «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программине хутшăнмашкăн заявка йышăнма тытăнасси çинчен пĕлтернĕ.
Ял пурнăçĕн пахалăхне 2027-2029 çулсенче лайăхлатмалли проектсене йышăнать. Программа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ тĕревленипе пурнăçа кĕрет. Ял территорийĕсен агломерацине аталантармалли темиçе çуллăх плансене чи малтан суйласа илеççĕ. Укçа федерацин «Ял территорийĕсенчи транспорт инфратытăмне аталантарасси» проектне кĕрекен мероприятисене пурнăçлама, общество вырăнĕсене хăтлăлатма, пурăнмалли вырăн тума тата туянма, социаллă сферăпа АПКра ĕçлекенсене тỹлевпе тивĕçтерме, килĕшỹ çирĕплетсе найм йĕркипе яллă вырăнта ăна лайăхлатма параççĕ.

