Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсене — мухтав, чĕррисене — сывлăх

Паттăрсене — мухтав, чĕррисене — сывлăх

Çĕнĕ Пăва шкулĕнче ятарлă çар операцийĕн салтакĕсене халалласа курав уçăлнă. Стендсем çинче — халĕ алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва хỹтĕлекен тата, шел те, Раççей пуласлăхĕшĕн пуçне хунă салтаксен сăнĕсем.

Курава чаплă лару-тăрура уçас мероприятие вĕренекенсемпе педагогсем хутшăннă. Шкулти истори учителĕ Алексей Смирнов СВОна хутшăнакансен кун-çулĕ пирки каласа кăтартнă. Паттăрсем пирки каласа панă самант уйрăмах хумхануллă пулнă.

Стендри кашни ятăн — хăйĕн историйĕ, хăйĕн паттăрлăхĕ тата чĕре ыратăвĕ.

Елизавета ИВАНОВА, 8-мĕш класс.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code