
Çĕнĕ Пăва шкулĕнче ятарлă çар операцийĕн салтакĕсене халалласа курав уçăлнă. Стендсем çинче — халĕ алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва хỹтĕлекен тата, шел те, Раççей пуласлăхĕшĕн пуçне хунă салтаксен сăнĕсем.
Курава чаплă лару-тăрура уçас мероприятие вĕренекенсемпе педагогсем хутшăннă. Шкулти истори учителĕ Алексей Смирнов СВОна хутшăнакансен кун-çулĕ пирки каласа кăтартнă. Паттăрсем пирки каласа панă самант уйрăмах хумхануллă пулнă.
Стендри кашни ятăн — хăйĕн историйĕ, хăйĕн паттăрлăхĕ тата чĕре ыратăвĕ.
Елизавета ИВАНОВА, 8-мĕш класс.

