Округра çулсерен иртекен «Хавхалану çăл куçĕсем» Гала-концерт нумай юрă-ташă ăстипе куракана пуçтарать.
Хальхинче те Елчĕкри культура керменĕнче зонăсенче мала тухнă хорсемпе ансамбльсем, ташă ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем, сăвă калакансем вăтăр ытлан хутшăнчĕç. Туслăх, патриотика, юрату — тĕрлĕ темăна хускатрĕç, ăсталăхне кура тĕрлĕ степеньлĕ лауреат дипломĕсене тивĕçрĕç вĕсем.
Çĕнĕ Эйпеçĕнчи Полина Мустаева 6 çулта кăна-ха, апла пулин те «Туслăх» сăвва пысăк çĕкленỹпе вуларĕ, курма килнисем тăвăллăн алă çупни унăн пултарулăхне хакланин виçи пулчĕ. Аслă Таяпасен «Самана» фольклор ушкăнĕнче çĕнĕ участник — территори пайĕн начальникĕ Анатолий Скворцов та сцена çине тухрĕ. Физкультурăпа спорт активисчĕ культурăра та ырă тĕслĕх кăтартнине ырламалла çеç.

