Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çуркунне — 2026»

«Çуркунне — 2026»

Апрелĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен шăматкунсемпе вырсарникунсенче республикăри ял-хуласенче «Çуркунне-2026» ятпа ярмăрккăсем ĕçлеме пуçлĕç. Ятарласа йĕркеленĕ лаптăксенче вырăнти производительсен продукцине (пахча çимĕç, аш-какай, сĕт-çу продукчĕсене), çавăн пекех сад-пахча сезонне пуçлама кирлĕ япаласене (вăрлăх, калча тата хунавсем) туянма май пулĕ. Елчĕк округĕнчи ял хуçалăх ярмăркки автовокзал çывăхĕнчи универсаллă ярмăрккă территорийĕнче ĕçлет. Ял хуçалăх производителĕсем ярмăрккăна хутшăнма Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине agro37@cap.ru электронлă почта урлă заявка тăратма пултараççĕ. Суту-илỹ вырăнĕсене тỹлевсĕр параççĕ. Уйăхлăх тапхăрĕнче продукцие автотранспортран сутма та май туса параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code