Округри çар çыннисен комитечĕн членĕ Алевтина Иванова ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсен культура çул çỹревне йĕркеленĕ.
Пысăках мар ушкăн аслă уяв — Мăнкун умĕн Çĕрпỹри Тихвин мăнастирĕнче пулнă. Кунти ырăлăх, шăплăх, хăйне евĕрлĕ лару-тăру хĕрарăмсен чун-чĕрине кăштах та пулин çемçетме, йывăр шухăшсене сирме пулăшнă-тăр.
Малалла, тĕп хулари «Раççейĕн тĕрленĕ картти» музейпа паллашнă хыççăн, салтак амăшĕсем Чăваш драма театрĕнче Раççей Геройне Николай Петрова халалланă «Паттăрсем вилмеççĕ» спектакль курнă. Унти тĕп сăнарта, паллах, кашниех хăйĕн ывăлне асăрханă, вĕсемпе пĕрле савăннă та, хурланнă та…

