Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр çемьери пек

Пĕр çемьери пек

Курнавăш территори пайне кĕрекен Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Турхан, Кĕçĕн Шăхаль ялĕсенче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕ, хутшăнăвĕ йышлă çемьене аса илтерет. Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Округри чылай ялта ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Укçа-тенкĕ е апат-çимĕç, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр е тăхăнмалли япаласем, ачасен çырăвĕсемпе открыткисем — пурте кирлĕ. Çапах та салтаксем пĕлтернинче çакă паллă: маскировка сеткисемсĕр питĕ кăткăс.

Çỹлерех асăннă ялсенчи хастарсем çак ĕçĕн пĕлтерĕшне мала хураççĕ те. Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ 7 сехетрен пуçласа 22 сехетчен шавласа кăна тăрать. Куллен 25-30 çын хутшăнать сетка çыхма. Округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем — Петр Купташкинпа Владимир Доброхотов та çак ушкăнра. Вĕсем «Илем» халăх фольклор ансамблĕн членĕсем те. Коллектив репетицине вĕçлесен ыр кăмăллăх акцине пуçăнать, кунта ĕнтĕ чуна çывăх юрăсем малалла юхаççĕ — алăсен хусканăвĕпе килĕшỹллĕн.

Сăн ỹкерчĕкри волонтерсен аллинче — триколор. Вĕсене СВО территорийĕнчен вырăнти паттăрсем парса янă. Эппин, вăл фронтпа тыл пĕрлĕхне яланах çирĕплĕхре тытса тăтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code