Чăваш патшалăх аграри университетĕнче иртнĕ ял çамрăкĕсен форумне пирĕн округри çамрăксем те хутшăннă. Кунта стратеги пĕлтерĕшлĕ ултă темăна тишкернĕ: «Сывă ял», «Ялти бизнес», «Ял валли кадрсем», «Чĕр чун тĕнчине хỹтĕлесси», «Ялта — хăтлă» тата «Ял спорчĕ». Форума округăн хастар çамрăкĕ — «Эмметево» хуçалăхăн ĕçченĕ Алексей Захаров та хутшăннă. Вăл «Ял спорчĕ» юхăма суйланăскер, пуçтарăннисене хăйĕн ырă пуçарăвĕсемпе паллаштарнă. Форум вăхăтĕнче яш-кĕрĕм тăратнă мĕн пур шухăш-сĕнĕве «Раççей ялĕ» проектпа килĕшỹллĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» халăх программине йĕркеленĕ чухне шута илĕç.

