Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Тĕп хулари кун»

«Тĕп хулари кун»

«Пĕрлĕхлĕ парти» пуçарăвĕпе Чăваш Республикин вĕрентỹ министерстви йĕркеленĕ «Тĕп хулари кун» проектпа килĕшỹллĕн, Патреккел шкулĕнче вĕренекен активистсем Шупашкар хулинче экскурсире пулчĕç.

Тĕп хулара вĕсем культурăпа вĕренỹ учрежденийĕсемпе паллашрĕç. Василий Иванович Чапаев музейне çитсе курни ачасене уйрăмах килĕшрĕ. Легендарлă командирăн пурнăçĕпе çапăçу çулĕ çинчен чылай çĕннине пĕлчĕç вĕсем кунта. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тата электромеханика колледжĕнче пулса курни те пулас профессине суйласси çине ырă витĕм кỹретех. Преподавательсем вĕрентỹ учрежденийĕсенче факультетсен тĕсĕсемпе паллаштарнă хыççăн вĕренекенсем практика занятийĕсем мĕнле иртнине те сăнарĕç.

Çамрăксем умĕнче — тĕрлĕ çул. Вĕренсе аталанма та майсем çителĕклĕ. Çакăн евĕр экскурсисем çитĕнекен ăрăвăн ăс-тăнне анлăлатаççĕ.

Раиса ФЕДОРОВА, вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code