Юрий Титов ертсе пыракан Елчĕкри «Промсервис» наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче нефть тата газ уçланă çĕрте усă куракан крахмал кăларассипе тимлеççĕ.
Иртнĕ кунсенче предприятие йĕркеленĕренпе 31 çул çитнĕ. Çавна май округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ĕç коллективĕпе тĕл пулнă, пархатарлă ĕçре тимлекенсене паллă кун ячĕпе саламланă, хисепе тивĕçлисене наградăсем панă. Леонард Левый Юрий Титов генеральнăй директор ячĕпе уйрăм тав сăмахĕсене палăртнă. Мĕншĕн тесен çак предприяти унăн пуçарулăхĕпе çĕкленсе ларнипе пĕр вăхăтрах çак çулсем тăршшĕпех ăнăçлă аталаннине тата малашлăха ăнăçлă çул-йĕр хывнине курса тăратпăр.
Хальхи вăхăтра округра пурăнакан 53 çын çак предприятире яланлăх ĕç вырăнĕ тупма пултарни, вĕсем алла тивĕçлĕ ĕç укçи илни те нумаййи çинчен калать

