Елчĕксем çакна Хĕрлĕ Чутай округĕнче иртнĕ республикăри пенсионерсен XIV спартакиадинче çирĕплетнĕ.
Аслă ăрурисем спортăн пилĕк тĕсĕнче вăй виçнĕ пулсан, Аслă Пăла Тимешĕнчи Римма Парферьева ГТО комплексĕн ăмăртăвĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Асăннă дисциплинăра командăсен (Елена Степанова, Римма Парферьева, Александр Полиевтов, Петр Петрушкин) зачетĕнче ентешсем 2-мĕш позицире. 70 çултан аслисен йышĕнче шывра ишессипе Тỹскелĕнчи «Шуçăм» ансамблĕн хастар членĕ Антонина Смирнова — бронза медаль хуçи.

