Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Н.П.Петровăн 2026 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи 83-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Клевер» сахал яваплă общество ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектива ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлес тĕлĕшпе ирттернĕ смотрта ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче чи лайăххи тесе палăртнă.

