Ĕненекенсемпе ытти çынсем ыйтнисене ăнлантарса каланисем.
Хăш чух чиркỹре кĕлĕ сăмахĕсем вуçех илтĕнмеççĕ. Ун пек чухне мĕн тумалла?
Вулавçăсемпе юрăçăсен сăмахĕсене ăнланаймасăр тăнă (илтĕнмен) чух, тĕнче шухăшĕсен пусмăрне лекес мар тесе, пĕр вĕçĕмех: «Эй Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, çырлах мана, çылăхлăскере», — тесе тăмалла. Ыттисене кура, вĕсемпе пĕрлех сăхсăх, пуçна тай та ỹксе пуççап. Чиркỹре харпăр хăйĕн ирĕкне туса тăма юрамасть. Асту, чиркỹ вăл — çĕр çинчи Пĕлĕт. Çавăнпа та, Пĕлĕт çине улăхса тăнă пек, шухăшсене Çỹле ярса тăмалла, çĕр çинчи шухăшсемпе йăпанса ирсĕрленмелле мар. Ассăн сывласа, çылăхусемшĕн ỹкĕнсе, кĕлтусах тăр.
«Христос çыннин мĕн пĕлмелле?» кĕнекерен.

