Чăваш Енри 39 пине яхăн ача финанс пĕлĕвĕн тата услам ĕçĕн Пĕтĕм Раççейри олимпиадине хутшăннă.
Учи.ру платформăра йĕркелекен тĕрĕслев кăçал 6-мĕш хут иртнĕ. Ĕçсене пурнăçланă май ачасем бюджета тĕрĕс палăртма, финанс хăрушлăхне хак пама, ултавçăсенчен асăрханма пĕлнине кăтартнă. Палăртмалла: олимпиадăна çĕршывра 3,1 млн ытла çын хутшăннă.

