Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ялта чи лайăххисем»

«Ялта чи лайăххисем»

Майăн 23-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слечĕ уçăлать. Кăçалхипе 5-мĕш хут йĕркеленет вăл. Кунта тĕрлĕ округ çамрăкĕсем — ял хуçалăх тата культура ĕçченĕсем, тухтăрсем, педагогсем, уйрăм пайтаçăсем… — пуçтарăнĕç. Мероприятие Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халаллĕç. Слета Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчи çамрăксен представителĕсем те хутшăнĕç. Мероприяти программинче участниксен парачĕ, спартакиада, фигурăллă квадроциклсемпе çỹресси тата пулă шỹрпи хатĕрлесси… Кăçал пуçласа кĕрешỹ енĕпе турнир та ирттерме палăрнă.

Экспертсемпе общество представителĕсем тата власть органĕсем хушшинче уçă калаçу йĕркеленĕ май унта çамрăксен хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме май пулĕ. Кунти пуçарусене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проектне кĕртĕç. Программăра «Республикăн тарăн историйĕ», «Пулас саккун кăларакансем», «Пирĕн вăхăтри паттăрсем» темăсем вырăн тупнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code