Елчĕкри нумай функциллĕ центр яланхи пекех юридици сăпачĕсене, уйрăм предпринимательсене, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене патшалăх енчен регистрацилес енĕпе документсем йышăнассипе ĕçлесе пырать.
Паянхи кун тĕлне НФЦ пурĕ 1012 документ пуххи йышăннă, çав шутран кăçалхи пĕрремĕш кварталта — 32.
Юридици сăпачĕсене патшалăх енчен регистрацилеме çакăн евĕр документсем кирлĕ: патшалăх енчен регистрацилеме ыйтса çырни, юридици сăпатне йĕркелесси çинчен протокол, килĕшÿ, юридици сăпачĕн йĕркелÿ докуменчĕсем /2 экземпляр/, патшалăх пошлинине тÿленине ĕнентерекен документ /4000 тенкĕ тÿлемелле/.
Уйрăм предпринимателе е хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене регистрацилес пулсан çак документсем кирлĕ: патшалăх енчен регистрацилеме ыйтса çырни, çын Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документ /паспортăн пĕтĕм страницин копийĕ/, ИНН, патшалăх пошлинине тÿлени çинчен документ /тÿлев виçи 800 тенкĕпе танлашать/.
Йĕркелÿ докуменчĕсене улшăнусем кĕртес, юридици сăпачĕсене пĕтерес тесен те 800 тенкĕ патшалăх пошлинине тÿлемелле /панкрута тухакан предприятипе организацине урăх йĕркепе тÿлеттереççĕ/. Уйрăм предприниматель ĕç-хĕлне пăрахас тесен тÿлемелли патшалăх пошлинин виçи 160 тенкĕпе танлашать.
Патшалăх енчен регистрацилессипе çыхăннă документа 5 ĕç кунĕ хушшинче туса параççĕ. Документсене НФЦ урлă пани Комсомольскине кайса çÿрессинчен хăтарать. Пулăшу условийĕсем пирки тĕплĕнрех 8/835/49 25709 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме е НФЦăн çĕнĕ сайчĕн http: //yaltch.mfc21.ru/ «Пулăшусем» пайне кĕрсе пĕлме пулать.
Пирĕн центр ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, шăматкун 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен ĕçлет /вырсарникун – кану кунĕ/.
Л.ВИКТОРОВА,
нумай функциллĕ центр ертÿçи.