Чăваш Ен Казахстана тата Узбекистана 115 тонна çĕр улми ăсатнă.
Çав шутра вăрлăхлăх — 97, апатлăх 17 тонна. Çак ĕç «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Тиесе яриччен ăна Хусан лабораторийĕнче пахалăхăн 5 кăтартăвĕ енĕпе тĕрĕсленĕ.

