2025 çулта республикăра ятарлă çар операцийĕн 560 ытла ветеранне ĕçе вырнаçтарнă.

Олег Николаевăн «Тăнăç пурнăçа — утăм» проекчĕ кăçал 13 муниципалитетра ыйтусене татса панă. «Пулăшу десанчĕн» йышĕнче — пĕлтĕрхи пекех юрист, адвокат, ятарлă служба, социаллă фонд, ĕçе вырнаçтаракан центр, çар комиссариачĕн, патшалăхпа муниципалитетăн ытти специалисчĕ. Кадрсен центрĕ пулăшнипе унта пынă çынсен 78: ĕçе илнĕ. Республикăра ĕçсĕрлĕх виçи 0,4: çеç танлашать. Ку 2020 çулхинчен 6 хут пĕчĕкрех.

