Кашни пахчаçă шултра, çирĕп сухан çитĕнтерме ĕмĕтленет. Çавăнпа хăш-пĕр сĕнỹ ытлашши пулмĕ.
Сухан чĕрĕ тислĕке тиркет, çав шутрах чăх-чĕп каяшне те. Ку «удобренипе» усă курсан суханăн çулçи вăйланать (авăра каять), çимĕçĕ вара чăмăртанмасть. Çитменнине, чĕрĕ тислĕкпе лартнă сухан чирлет, япăх упранать.
Шăпах халĕ ỹсен-тăрана мочевина сапма юрать, 3-4 эрнерен калипе, фосфорпа апатлантармалла. Вĕсем сухана пуç çавăрма пулăшаççĕ. Мĕнле виçепе усă курмаллине удобренин хутаçĕнчи инструкцире çырса кăтартнă. Сухана кăларса пуçтарса кĕртиччен 3-4 эрне маларах калипе çеç апатлантармалла. Ку ăна çитĕнсе çитме тата упранма пулăшать. Кирек мĕнле удобрение те нỹрлĕ çĕр çине, сухан çулçине лектермесĕр тымарĕ çумне сапма тăрăшмалла.

