Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тилле тĕп тума юрать

Тилле тĕп тума юрать

Маларах, аса илĕр-ха, кашни кил-хуçалăхра картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытнă. Ялсенче ĕне-сурăх кăна мар, хур кĕтĕвне те йĕркеленĕ. Çапах та вĕсене тилĕсем тапăннине илтмен. Халĕ килти чĕр чунсен йышĕ питĕ сахал, анчах кĕтмен «хăнасем» хапха умнех килме пуçларĕç тесен те йăнăш мар. Çакăн сăлтавне, пĕтĕмпех пулмасан та, хуçалăхсенче йытăсем тытма пăрахнипе те çыхăнтармалла-тăр.

Тилĕсем уйрăмах Курнавăш тăрăхĕнче пурăнакансене тарăхтарса çитернĕ. Вĕсем, хур-кăвакала тытнисĕр пуçне, çынсене тапăнма е чир-чĕр сарма пултараççĕ. Унччен ку тискер чĕр чунсене саккунпа килĕшỹллĕн пăшалтан пеме юраман. Халĕ — ирĕк, çав вăхăтрах çак йĕркене пăхăнмалла: сунарçăн Чăваш Енри экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствинчен ятарлă документ илмелле. Пĕр тилле тĕп тунăшăн 1000 тенкĕ тỹлеççĕ. «Трофее» округри ветстанцине илсе килмелле.

Сунарçăсем, ĕçе пикенер!

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code